Четверг, 3 октября, 2024
Главная > Публикации > Ачча ял тăрăхĕ

Ачча ял тăрăхĕ

Анатолий АВВАКУМОВ
Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
Республикăн тĕллевлĕ программине хутшăнса пĕлтĕр Катекри клуба йĕркене кĕртрĕмĕр. Çак программăпа килĕшÿллĕн сасăпа çутă аппаратури туянса пачĕç, сценăпа чÿрече каррисене çĕнетрĕç. Унсăр пуçне район администрацийĕ пулăшнипе Катекри библиотекăпа клубăн кантăкĕсене плас-тикпа ылмаштартăмăр. Хамăр вăйпа крыльца картлашкисене çĕнĕрен турăмăр, стенасене тултан тата шалтан сăрласа капăрлатрăмăр. Пĕлтĕр Çĕнĕ Аччари Культура çуртне юсарăмăр. Маччана, урайне, кантăксене, электрооборудование çĕнетрĕмĕр. Юсав ĕçĕсене ниме мелĕпе пурнăçларăмăр, материалсене ял тăрăхĕн администрацийĕ туяннă. Вырăнти пуçару мелĕпе Йăлмаччари клубăн тăррине ылмаштартăмăр, тулашри юсав ĕçĕсене туса ирттертĕмĕр. Ял халăхĕ çак ĕç валли 70 пин тенкĕ ытла укçа пуçтарса пачĕ. Кăçал Ачча клубĕнче музей экспозицииĕ уçрăмăр. Ăна Совет Союзĕн Геройне Антон Петрович Петрова, вăрçă ветеранне Михаил Николаевич Левицкие тата Чечен вăрçин Паттăрне Руслан Николаевич Желудкина халалларăмăр.
Пĕлтĕр Катек ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçрăмăр. Киввине иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех лартнă пулнă, ăна капиталлă юсав мелĕпе йĕркене кĕртме май килменнипе çĕнни туса лартма йышăнтăмăр. Çак ĕçе республика пулăшнипе пурнăçа кĕртме май килчĕ.
Урам хушшинчи çулсене йĕркене кĕртессипе те ĕçлетпĕр. Çак тĕллевпе çулсене хăйăр сарса якататпăр. Пĕлтĕрпе кăçал Катекри Колхоз тата Завод урамĕсенче тăватçĕр метра яхăн çула тикĕслерĕмĕр. Çак ялти Учительсен тата Хĕвел тухăç урамĕсенче шыв юхмалли пăрăхсем хурса хăвартăмăр. Йăлмачча ялĕнче Сад урамĕнчи 300 метр ытла çула юсанă, çырма урлă шыв пăрăхĕ хурса çула йĕркене кĕртнĕ. Çĕнĕ Аччара пĕвене татса кайнă хыççăн юсаса ун урлă хывнă çула йĕркене кĕртрĕмĕр, ял халăхĕ çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлама 80 пин тенке яхăн укçа пуçтарса пачĕ. Аслă урамри 700 метр ытла çула юсарăмăр, çул тăваткалĕсенче пăрăхсем хурса хăвартăмăр.
Кăçал çÿп-çап контейнерĕсене лартма 26 ятарлă вырăн хатĕрлерĕмĕр. Йăлмаччапа Катекре вырăнти пуçару мелне усă куртăмăр, Йăлмаччара — 6 вырăн турăмăр, Катекре хальлĕхе 8 пур. Ытти ялсенче çак ĕçе ял тăрăхĕн администрацийĕн вăйĕпе пурнăçланă.
Килес çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет. Çак юбилей тĕлне ял тăрăхĕнчи палăксене юсаса йĕркене кĕртме палăртнă. Йăлмаччара çĕнĕ палăк хăпартса лартрăмăр, халĕ вăрçа хутшăннă ентешсен хушамачĕсен списокне хатĕрлессипе ĕçлетпĕр. Ачча салинче Совет Союзĕн Геройĕн Антон Петрович Петровăн бюстне вырнаçтарма палăртатпăр. Паянхи кун тĕлне никĕсне хывса хăварнă. Скульпторсем бюст хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Ăна çитес çул Çĕнтерÿ кунĕнче уçма палăртатпăр.
Ял тăрăхĕнчи пысăк ĕçсене вырăнта пурăнакансемсĕр пурнăçлама çăмăл мар. Ниме ĕçне хастар хутшăнакансене, укçа-тенкĕпе пулăшакансене, субботниксене тухакансене тата ял пурнăçĕпе малашлăхĕшĕн чунпа çунакансене пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Анатолий ПЕТРОВ,
Кушăк ялĕн старости:
— Пирĕн аллă киллĕ Кушăк ялĕнче 103 çын пурăнать. Вĕсенчен çурри Мускава ĕçлеме çÿрет, тепĕр пайĕ — Канаша. Ялта çамрăксем юлманни, паллах, мана хытах пăшăрхантарать.
Хăй вăхăтĕнче хам та ялтан самай аякри тăрăхра пурăннă-ха эпĕ. чулхулари политехника институтĕнче вĕренсе учитель профессине алла илсен мана направленипе Казахстана ĕçлеме ячĕç. Ачасене хими, физика, математика предмечĕсене вĕрентсе пурăнтăм. Мăшăрăма — Ольга Петровнăна, специальноçĕпе вăл та ман пекех учитель, кунтах тĕл пултăм. Çемьеленсе тăватă ачана çутă кун пиллерĕмĕр, ĕçе хăнăхтарса ÿстертĕмĕр. Вĕсем халĕ пурте çитĕннĕ çынсем.
1999 çулта çемьепе хам çуралса ÿснĕ яла куçса килтĕмĕр. Пысăк хуçалăх çавăртăмăр. Çĕнĕ çурт хăпартма пуçланă. Килте выльăх-чĕрлĕх усратпăр, вĕсен йышĕ пĕчĕк мар: сăвакан 5 ĕне, 8 сысна ами, 9 пуç сурăх. Сыснасене çăвăрлаттарса çурисене сутатпăр. Выльăх апачĕ çитĕнтерме уйра çĕре тара илсе усă куратпăр. Машин-тракторĕ хамăрăнах, Т-16, Т-40 тракторсем, çăмăл машинăсем, мотоблок. Ольга Петровна килте тунă сĕт юр-варне кашни кун тенĕ пек Канаша кайса сутать. Çăмăл машинăпа хăех çÿрет. Хуçалăхра пире ывăлăмăр Тарас нумай пулăшать.
Ял пысăк мар пулин те унăн хăйĕн йывăрлăхĕсем: тавралăха тирпей-илем кĕртесси, çулсене вăхăтра юсаса-якатса тăрасси, ĕçкĕ проблеми тата ытти те. Ял çыннисемпе пуçтарăнса вырăнти ыйтусене пĕрле сÿтсе яватпăр. Ял халăхĕ пулăшнипе Кĕçĕн Çавал урлă хывнă çакма кĕпере юсарăмăр. Йăлари хытă каяшсене пуçтарса тирпейлессипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене халăха ăнлантарса пама тăрăшатăп. Çапах та мана чи хытă пăшăрхантараканни вăл — çамрăк хĕрарăмсем ĕçкĕпе туслашни. Вĕсем ача амăшĕсем, мăшăрсем, вĕсен кил-çурт ăшшине тытса пымалла, пепкисене тĕрĕс воспитани парассишĕн яваплă пулмалла. Çавăнпа вĕсене сăмахпа кăна мар, ĕçпе те сиплес, ачасене телейлĕ çемьесенче пурăнтарас килет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *