Пятница, Декабрь 13, 2019
Главная > Публикации > Шупашкартан дипломпа таврăнчĕç

Шупашкартан дипломпа таврăнчĕç

Чăваш Енре темиçе çул ĕнтĕ «Черчен чечексем» ятпа ача-пăча илемлĕ пултарулăхĕн конкурс фестивальне йĕркелеççĕ. Унта çамрăк артистсем: юрăçсем, инструмент калакансем хутшăнаççĕ. Фестиваль виçĕ тапхăрпа иртет.
Октябрĕн 19-мĕшĕнче Канаш хулин М.Д. Михайлов ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕнче фестивалĕн зонăри тапхăрĕ пулчĕ. Унта Канаш хулипе районĕнчен, Комсомольски тăрăхĕнчен ачасен пултарулăх коллективĕсем хутшăнчĕç. Конкурс тупăшăвĕсем «Хореографи», «Театр тата илемлĕ сăмах», «Фольклор», «Урăх пултарулăх» номинацисенче иртрĕç. Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕн «Укăлча» фольклор коллективĕ (ертÿçи В. Дмитриев) «Фольклор» номинацире тупăшрĕ.
«Укăлча» икĕ тапхăр витĕр ăнăçлă тухрĕ, ноябрĕн 22-мĕшĕнче ăна Шупашкара гала-концерта йыхравларĕç. Пирĕн ачасем унтан 1-мĕш степень дипломпа таврăнчĕç. Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ «Укăлча» ушкăна, унăн ертÿçине виталий кузьмича ÿлĕм те пысăк çитĕнÿсем тума хавхалану сунатпăр.

Ирина ДМИТРИЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code