Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > «Яланах халăхпа пĕрле пулăр, çынран ан юлăр»

«Яланах халăхпа пĕрле пулăр, çынран ан юлăр»

Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă тĕле

Килес çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине паллă тăвăпăр. Вăрçă ахрăмĕ чылай хыçа юлчĕ пулин те мирлĕ пурнăçа кунран-кун çывхартнă паттăрсене яланах асра тытатпăр эпир. Çак йышра манăн атте — Родион Афанасьевич Афанасьев та пур.
Вăл 1914 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Ĕмпĕрт Туçа ялĕнче çуралнă. Фронтран 1943 çулта сусăрланса таврăннă. Сылтăм алли чавсаран аялалла ĕçлемен. Атте ялта пурăннă, пĕтĕм ĕçе сулахай алăпа тунă. Вĕренсе ятарлă пĕлÿ илмен пулин те агроном, инженер, вĕрентекен тата строитель тивĕçĕсене пурнăçласа пынă, çăм атă йăваланă, атă-пушмак çĕленĕ. Ултă ачине, виçĕ ывăлĕпе виçĕ хĕрне, ура çине тăратмалла пулнă.
Вăл нумай вулатчĕ тата нумай пĕлетчĕ. Эпир шкул вĕреннĕ чухнехи кĕнекесемпе тетрадьсене мачча çинче типтерлĕ упратчĕ.
Эпир, ачисем, ÿссе çитĕнсен тăван килтен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне салантăмăр. Аттепе анне унта пĕчченех тăрса юлчĕç. Шел, анне пурнăçран питĕ ир уйрăлса кайрĕ. Эпир çуралнă вырăна час-часах килсе çÿреме тăрăшаттăмăр. Сĕтел çинче пирĕн шкул çулĕсенчи арифметика, алгебра, геометри тата астрономи кĕнекисем выртатчĕç. Атте задачăсем шутлама юрататчĕ, тĕнче уçлăхĕпе кăсăкланатчĕ.
Вăрçă çинчен каласа пама юратмастчĕ. Ыйтсассăн вара çапла хуравлатчĕ: «Эпĕ çар пуçлăхĕ пулман, «чĕлхе» тытса килмен, ытти пин-пин салтак пекех хушăва пурнăçланă. Бомба-снаряд çурăлнă сасăсем халĕ те хăлхарах, çапăçу хыççăнхи ÿкерчĕк вара уйрăмах хăрушăччĕ, каласа кăтартма сăмах çитмест…»
Каярах мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем вăрçă çинчен кăсăкланатчĕç, вĕсене вăл: «Вăрçă питĕ хăрушă пулăм, вăл сирĕнтен пуринчен те айккипе пăрăнса ирттĕр. Сире кĕнекере вуласа пĕлни, кинофильмсенче курни те çителĕклĕ пулĕ», — тетчĕ те калаçăва урăх еннелле пăрса яратчĕ.
1937 çулта аттене Хĕрлĕ Çара илнĕ. 1939 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Хĕвел ăнăç Украинăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. 1939 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа 1940 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕччен сержант разведчик шурă финсемпе çапăçнă. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кĕнĕ. 1942 çулта Сталинград çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă. Радиостанци начальникĕ пулнă.
Совет салтакĕсем 1942 çулта Сталинград хули çывăхĕнче тăшмана хирĕç операци пуçланă. Фашистсене çавăрса илнĕ хыççăн сывлăшри авиаци çулне пÿлме тĕп задача лартнă. Самолетсем вĕçсе килнине вăхăтра систерме рацисемпе наблюдательсене вырнаçтарнă. Вĕсем команда пунктне самолетсем çинчен систерсессĕ- нех зениткăсем тÿпенелле пеме тытăннă. Çавна май тăшмансем хăйсен салтакĕсене пулăшу кÿме пултарайман. 1943 çулта Харьков облаçĕпе Донецк çĕрĕсене ирĕке кăларнă.
Сталинграда хÿтĕленĕшĕн Родион Афанасьев гварди сержанта 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă.
1943 çулхи нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче пĕр хаяр çапăçура атте йывăр аманнă. Госпитале лекнĕ. Алли час тÿрленмен, тухтăрсем ăна татасси çинчен пĕлтернĕ. Атте хирĕç пулнă. Пĕр каçхине тăшман госпиталь çине бомбăсем пăрахма тытăннă. Вилĕмрен кам мĕнле хăтăлса юлма пултарнă. Тавралăх шăплансан медперсонал утма пултаракансене çĕр каçма хăйсене вырăн шырама каланă. Атте пĕр кил-çурта пырса шакканă. Ăна уçса кĕртнĕ те таса вырăн сарса панă. Аманнă салтак аллине кăтартнă, вырăна варалама пултарассине асăрхаттарнă. «Нимех те мар, çăвăнать», — тенĕ ватă хĕрарăм. Унăн хăйĕн икĕ ывăлĕ те фронтра пулнă, вĕсем çинчен амăшĕ нимĕн те пĕлмен. Ирхине кил хуçи аттене пăтă çитерсе кăларса янă. Атте çавăн пек тутлă пăтă ĕмĕрне те çисе курманнине калатчĕ. Кайран вĕсене тепĕр госпитале куçарнă.
Атте пурнăçне тивĕçлĕ пурăнса ирттерчĕ. Эпир унăн сăмахĕсене лайăх астăватпăр: «Яланах халăхпа пĕрле пулăр, çынран ан юлăр».

Хĕрĕ Елена,
ĕç ветеранĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *