Вторник, 5 ноября, 2024
Главная > Публикации > Шупашкар халăхне Хĕл мучи пулса савăнтарнă

Шупашкар халăхне Хĕл мучи пулса савăнтарнă

Иксĕлми вăй-халлă, лара-тăра пĕлмен çынсен пултарулăхĕнчен эпĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп. Сăмах паян Калиновкăра пурăнакан Трофимова Луиза Николаевна çинчен пырать.
Шупашкарта ĕçленĕ чухнех çак пултаруллă хĕрарăм тăван ялĕнче чул çурт лартать, унта газ, шыв кĕртет. Тивĕçлĕ канăва тухсан хĕрарăм Шупашкарти хваттерне хупса ялти хăтлă çуртĕнче пурăнма пуçлать. Тасалăха тата тирпейлĕхе мĕн ачаран тытса пынăскерĕн ялти çырмасенчи, ял çумĕнчи вăрманта ишĕлсе выртакан çÿп-çап куписене курсан чунĕ ыратма пуçлать. Çав çÿп-çапа малтан пĕччен пухса, каярахпа кÿршĕсене, çут çанталăка юратакансене явăçтарса Атнаш ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипе ялтан «КамАЗ» самосвалпа свалкăна илсе кайса тăкаççĕ.
Луиза Николаевна, Трактор тăвакансен культура керменĕнчи юрă ансамблĕнче хăйĕн пултарулăхĕпе халăха савăнтарнăскер, тăван ялта та вăхăта диван çинче телевизор пăхса ирттермест. Çĕлеме, тĕрлеме ăстаскер, вăл пĕррехинче Хĕл мучи, Юр пике тумĕсене туххăмра çĕлесе тăхăнса Çĕнĕ çул каçĕ ял урамне тухать. Нумай ачаллă çемьесене кĕрсе ачасене вăйă выляттарать, сăвă калаттарать, канфетпа хăналать. Çавăнтан пуçласа кашни Çĕнĕ çул каçĕ Луиза Николаевна Хĕл мучи е Юр пике тумне тăхăнать те е пĕччен, е кампа та пулин ял урамне тухать.
— Кăçал Çĕнĕ çул ячĕпе тăван ял-йыша саламлама эпĕ декабрĕн 28-мĕшĕнчех пуçларăм, — тет Луиза Николаевна. — Малтанах Гриша Анисимовсем патне, унтан Игнатьевсем патне, вĕсен ача нумай, Любовь Витальевнăсем патне кĕрсе тухрăм. Урамра ачасем ман çума çыпăçрĕç те — пăр çинче тахçанччен вылярăмăр. Вĕсене сăвăсем калаттартăм, канфетпа хăналарăм. Пăр çинчен Юрий Паульевичсем патне кайса вĕсене саламласа тухрăмăр. Вĕсен икĕ ача. 77 çулти асламăшĕ те килтеччĕ. Васильева Галинăна те манса хăвармарăмăр, вĕсен 5 е 6 ача. Унтан Красновсем патне кайрăмăр, ачисене сăвă калаттартăмăр. Килтен вуннă çурăра тухнă та — каялла виççĕ çурăра таврăнтăм.

 

«Çĕнĕ çул, çĕнĕ телей ячĕпе!» — терĕм. — «Ай-уй, ку Хĕл мучи хĕрарăм- çке!» — теççĕ мана.

— Луиза Николаевна, эсир Хĕл мучи тумĕпе Шупашкара та кайса килнĕ темерĕр-и?
— Ан васкат-ха. Декабрĕн 30-мĕшĕнче çав тума тăхăнсах Татьяна Николаевнăпа ялтан ларса тухрăм та Атнашра колхоз правленине кĕрсе бухгалтери ĕçченĕсене саламларăм, сăвăсем калаттарса канфетсем парса тухрăм. Унтан трасса çине тухса «Газельпе» Шупашкара ларса кайрăм. Питомник патĕнче анса юлтăм кăна — мана ачасем: «Дед Мороз, Дед Мороз», — тесе сырса илчĕç. Вĕсене сăвă калаттартăм, кучченеçпе хăналарăм.
— Луиза Николаевна, ватти-вĕттине кучченеçпе хăналаса нумай тăкакланмарăн-и?
— Ун çинчен пĕрре те шутламан. Ачасемпе хутшăннă чухне чунпа çамрăкланатăп, кăмăл-туйăм та çĕкленет. Маншăн çавă чи пахи. Чарăнура темĕн те пĕр сутса тăраççĕ — çимелли-мĕнни. «Ой, Хĕл мучи килет, Хĕл мучи!» — теççĕ сутуçăсем. Патнерех пытăм та: «Çĕнĕ çул, çĕнĕ телей ячĕпе!» — терĕм. — «Ай-уй, ку Хĕл мучи хĕрарăм- çке!» — теççĕ мана. Унтан хамăн хваттере кĕрсе тухрăм та мăнук çÿрекен ача садне кайрăм.
— Вĕсен елка пулман-им?
— Утренник вĕсен декабрĕн 23-мĕшĕнчех пулнă. «Ой, Дед Мороз, Дед Мороз», — тесе ачасем мана хирĕç чупса тухрĕç. Мăнукăм ман ума пырса тăчĕ те мана куçран пăхать. Унтан каялла чакрĕ те тумтире пăхать. Каллех патнерех пычĕ те куçран питĕ тимлесе пăхрĕ. Унтан: «Кукамай!» — тесе мана ыталаса илчĕ. Ачасене сăвă калаттартăм, канфет валеçрĕм. Воспитательници Лариса Ивановна та ачасенчен кая юлмарĕ, вăл та сăвă каласа пачĕ.
Мăнукпа урама тухрăмăр кăна — пире каллех ачасем, çитĕннисем сырса илчĕç, сăн ÿкереççĕ, селфи тăваççĕ. Пирĕн йăпăрт кăна магазина кĕрсе тухмаллаччĕ: «Хĕл мучи, Хĕл мучи килчĕ пире Çĕнĕ çул ячĕпе саламлама! — савăнаççĕ сутуçăсем. — Селфи тăвар, селфи!» Мана ананас тыттарчĕç, хăйсем те ананас тытрĕç. Сăн ÿкерĕн-тĕмĕр кăна.
Тепĕр кунне, декабрĕн 31-мĕшĕнче, Шупашкартан яла таврăниччен Дорисс-парка кĕрсе ачасене савăнтартăм, пĕрле сăн ÿкерттертĕмĕр.
Канаша кайнă чухне «Газель» çинче ларса пыракансене сăвă калаттартăм, пĕр хĕрарăм питĕ хитре юрă юрласа пачĕ, унтан хам юрларăм. Водителе укçа паратăп та: «Чиксе хур укçуна, хăвна тав пире савăнтарса килнĕшĕн», — терĕ.
Луиза Николаевна декабрĕн 31-мĕшĕнче тăван ялĕнчи клубра Юр пике пулса, Константинов Володя Хĕл мучи пулса ирхине виççĕ çурăччен ял халăхне савăнтарнă.

Василий ЛАПИН

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *