Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Новости > Шыва кĕрекенсем йышлăн пулнă

Шыва кĕрекенсем йышлăн пулнă

Кăшарни каçĕнче тĕне ĕненекен нумай çын вакка е купеле чăмса тухнă. Чакаç ял тăрăхĕнчи Кăвакал юхан шывĕн лапамĕнче те халăх йышлăн пулнă. Унти сăваплă вырăнта Мăкăр ялĕнче пурăнакансем шыва кĕрсе тасалнă, сывлăхĕсене çирĕплетнĕ.

Тĕн уявĕн каçĕнче йĕркеленĕ мероприятие икçĕре яхăн çын хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Хусантан Мăкăр кĕперне курма килнĕ туристсем те пулнă. Пуçтарăннисене Кăшарнипе Владимир Яковлев протоиерей, Иоанн диакон, Ирина матушка тата кĕлĕ юрăçи Сергей саламланă. Унтан пурте купеле васканă, ватăсем сиплĕ шывпа пит-куçа çунă, çамрăксем вара чÿхенсех тухнă.
Киле кашни савăтпа шыв йăтса таврăннă. Унпа сапса кил-çурта усал-тĕселтен тасатма пулать, йывăр вăхăтра сыпкăм туни те пулăшу кÿнине палăртаççĕ тĕне ĕненекенсем.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code