Четверг, Октябрь 1, 2020
Главная > Публикации > Ачасене кулленхи тимлĕх кирлĕ

Ачасене кулленхи тимлĕх кирлĕ

Районти шалти ĕçсен пайĕн, çав шутра полицин участокри уполномоченнăйĕсен уйрăмĕпе çул çитмен çамрăксен подразделенийĕ те, хăйсен оперативлă служба ĕç-хĕлне Раççей ШĔМĕн Директивине тĕпе хурса йĕркелеççĕ.

2019 çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче район территорийĕнче вĕлернĕ тата вĕлерессипе хăратнă 3 факт, юри сиен кÿнĕ 7 тĕслĕх шута илнĕ. Ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ 33,9 процент (112-рен 74 таран), малтан судпа айăпланнă çынсем тунă преступленисем 11,6 проц. (138-тан 122 таран), ниçта та ĕçлемен çынсем тунă саккуна хирĕçле ĕçсем 18, 4 проц. (163-рен 133 таран) чакнă, çав вăхăтрах çул çитмен çамрăксем йĕркене пăсасси 60 процент ÿснĕ (5-рен 8 таран).
Иртнĕ çул кил-çуртра, çемьере пулакан преступленисен хисепĕ 44,4 проц. (45-рен 25 таран) сахалланнă. Участокри уполномоченнăйсем йăлари 55 преступление уçса палăртнă. Пирĕн сотрудниксем çемьери пуçтахсене (учетра кунашкал 66 çын тăрать) уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрчĕç тесен те юрать. Участковăйсем çемьери харкашу-çапăçу сăлтавне тĕпчеççĕ. Кашни ял тăрăхĕнчех профилактика канашĕ пур, вĕсен ĕçне пирĕн сотрудниксем те хутшăнаççĕ.
2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти шалти ĕçсен пайĕн профилактика учетĕнче 197 çын, 164 çынна участковăйсем тăтăш контроллесе тăраççĕ (пĕтĕмпе 361 çын). Документпа хĕç-пăшал пур 352 çын та пирĕн пайра учетра тăрать.
Иртнĕ çулхи январь-декабрьте ачасем хушшинче саккуна пăсасси ÿсрĕ. 2019 ачасем тунă 8 преступлени (2018 çулта — 5) регистрациленĕ: 7-шĕ — вăрлани, 1 — улталани. Вĕсене тунă çĕре 10 çамрăк хутшăннă, вĕсенчен 8-шĕ — шкул ачи. Преступлени тунă çамрăксен шучĕ те нумайланчĕ. Çул çитменнисен подразделенийĕн учетĕнче 28 çамрăка регистрациленĕ. Отчетлă тапхăрта 33 ачана учета илнĕ, 36-шне учетран кăларнă. 15 çамрăка, 124 ашшĕ-амăшне административлă йĕркепе явап тыттарнă.
Пĕлтĕр мĕнле преступлени нумайланнă-ха районта? Вăрланипе çыхăннисем (51-рен 58 çити), пĕрре ÿсĕрле права туртса илнĕ хыççăн тепĕр хут руль умне ÿсĕр ларни (2019 çулта 16 çын), улталани (мошенничество) ытларах.
Преступленисене профилактикăлас тĕлĕшпе малашне те çине тăрса ĕçлемелле. Ку енĕпе ятарлă план хатĕрленĕ.

Любовь АНТОНОВА,
полици подполковникĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code