Вторник, 16 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çутă сăнарне асра упраççĕ

Çутă сăнарне асра упраççĕ

Иртнĕ эрнере районти Ача-пăча искусствăсен шкулĕн Сиккассинчи филиалĕнче кунта нумай çул ĕçленĕ Наталия Филиппова педагогăн асăну каçĕ пулчĕ. Наталья Васильевна вун-вун ачана музыкăна юратма, ăнланма вĕрентнĕ. Вăл асăннă шкулта 20 çул ытла ĕçленĕ. Тата та нумай ĕçлетчĕ пулĕ те, анчах йывăр чир ăна пурнăçран çамрăклах вăхăтсăр уйăрса кайрĕ.

Наталья Филиппова Канашра çуралса ÿснĕ. Хулари Ача-пăча музыка шкулĕнче музыка енĕпе пуçламăш пĕлÿ илнĕ. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыка пĕлĕвĕн факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Аслă пĕлÿллĕ специалист тăван хулана таврăнса музыка шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Пĕр вăхăт Канашри педагогика училищинче те вĕрентнĕ. Юлашки чылай çул вара вăл Сиккассинче ĕçленĕ.
— Эпĕ хам та аслă пĕлÿллĕ çын. Икĕ алăри вунă пÿрнепе тĕлĕнмелле илемлĕ, асамлă кĕвĕ калама пултарнине нипле те ăнланма пултараймастăп. Маншăн вăл питĕ йывăр ĕç пек туйăнать.
Наташăпа хĕрпе ывăл çуратса çитĕнтертĕмĕр. Оля — кадастр инженерĕ, музыка енĕпе пĕлÿ илмен пулин те фортепиано питĕ лайăх калать. Костя хам пекех тĕрĕс наукăна суйласа илнĕ.
Мăшăрăм хăй те тĕлĕнмелле çынччĕ: ун аллинче пур ĕç те çăмăллăн пулса пырать пек туйăнатчĕ мана. Пахча çимĕç лартатпăр-и, чечек ÿстеретпĕр-и, чăх-чĕп çитĕн- теретпĕр-и — Наташăн пурте лайăх пулатчĕ.
Музыка шкулĕнче пĕр çул кăна ĕçлеместчĕ пулин те кашни урока тĕплĕн хатĕрленетчĕ, кĕнекерен тетраде тем куçарса çыратчĕ. Мĕн тума кирлĕ-ха ăна çакă тесе шутлаттăм. Çапла майпа вăл е ку кĕвве ăса хывса чун-чĕре витĕр кăларнă пулĕ. Музыка литератури нумай вулатчĕ, тишкеретчĕ вăл. Шÿтлеме ăстаччĕ те — унпа яланах хаваслăччĕ. Хăнасем пуçтарăнсан фортепиано умне ларатчĕ те — пурте юрлатчĕç, — ăшшăн аса илчĕ мăшăрне Сергей Филиппов.
Çак кун Сергей Борисович Наталья Васильевнăн харпăр библиотекине, вĕренÿ пособийĕсем, урок планĕсем, конспектсем, музыка литератури тата ытти те, Сиккассинчи Ачасен музыка шкулне парнелерĕ.
Ĕçтешĕсем Наталья Филиппова педагога ăшшăн аса илчĕç, урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен вăл хăй чунĕпе те, сăнĕпе те ăшăтса тăраканскер пулнă-ха та.
— Эпир Наталья Васильевнăпа чăнах та чылай çул пĕрле ĕçлерĕмĕр. Вăл ачасем çине нихăçан та сасă хăпартса курман. Фортепиано умĕнче мĕнле лармаллине, алăсене, пÿрнесене мĕнле тытмаллине питĕ лайăх ăнлантарса, кăтартса паратчĕ. Ача йăнăшсан тарăхмасăр тепĕр хут кăтартатчĕ. Унпа ĕçлеме çăмăлччĕ. Ачасем те уроксене юратсах çÿретчĕç. Пĕрмаях калаçаттăмăр, уроксене сÿтсе яваттăмăр, ырă канашĕсем мана нумай пулăшрĕç. Наталья Васильевна патĕнче вĕреннĕ ачасене тÿрех уйăрса илме пулать. Вĕсем инструментпа тĕрĕс ĕçлеççĕ, — пĕлтерчĕ Александр Николаевич Шоркин вĕрентекен.
Районти искусствăсен шкулĕн директорĕ Ирма Степанова, Любовь Макарова, Наталья Лукоянова педагогсен, Наталья Васильевнăн мăшăрĕн аса илĕвĕсене хумханмасăр, куççульленмесĕр итлеме май çук.
Вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те хăйсен юратнă ĕçтешĕн, учителĕн çутă сăнарне яланах асра упрĕç.

Ирина АНДРЕЕВА
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *