Понедельник, 2 декабря, 2024
Главная > Публикации > Вĕсем Çĕнтерÿпе яла таврăннă

Вĕсем Çĕнтерÿпе яла таврăннă

Асамлă вучах ăшшиялан кĕтет тăван килте…

Александров Гаврил Александрович

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ çывхарса пырать. Мухтавлă та хăватлă, мăнаçлă та савăнăçлă уяв вăл! Унăн пĕлтерĕшĕ хаклă та сумлă.

Хаяр вăрçă çулĕсенче мĕн чухлĕ ача — ашшĕсĕр, çамрăк хĕрарăмсем — мăшăрсăр, атте-аннепе асатте-асанне, малашлăхра çывăх çыннисен уссине, ăшшине, пулăшăвне курма ĕмĕтленнĕскерсем, тăлăха тăрса юлнă.
Мирлĕ халăха вăрçă-харçă мар, тăнăç пурнăç кирлĕ. Çын тени малашлăх çинчен шухăшлать, çитĕнет, хăйне килĕшекен ĕç суйласа илет, çемье çавăрса ача-пăча çитĕнтерет.

Никам кĕтмен хăрушă вăрçă çĕршыв тĕнелне урăх еннелле çавăрса янă. Мĕн пур халăх, вăйпитти арçынсенчен пуçласа ватти-вĕтти таран, пĕр çирĕп тĕвĕ пулса чăмăртаннă. Пурте тăшмана тăван çĕр çинчен хăваласа яма кар тăнă. Унтан ăна хăйĕн йăвинче тĕп тунă, чылай çĕршыва ирĕке тухма пулăшнă.

Çĕнтерÿпе çĕкленнĕ халăх вăй-хăватне пухса тăшман аркатнă хуçалăха юсама, çĕклеме, аманнă сурансенчен сипленме тытăннă. Вăрçăра пиçĕхнĕ çĕнтерÿçĕсем тăван тăрăха таврăнса мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ.

Комаров Василий Григорьевич

Пире шкулта вăрçăран таврăннă фронтовиксем те вĕрентетчĕç. Физкультура урокĕсене Василий Григорьевич Комаров ирттеретчĕ. Вăл кÿршĕри Маяк ялĕнчен, вăрçăра химинструктор, ШĔМĕн оперативлă ушкăнĕн взвод командирĕ пулнă. Йывăр аманнăскер контузи чăтса ирттернĕ. Старшина. Наградăсем те сахал марччĕ унăн. Василий Григорьевич шкул ачисене турник çинче тĕрлĕ хускану тума вĕрентетчĕ, чуптаратчĕ, сиктеретчĕ. Пире, вăрçă ачисене, стройпа утни уйрăмах килĕшетчĕ. Вĕрентекен пирĕнпе юнашар утса пынă май хавхаланса «Эх, тачанка…» юрра шăрантаратчĕ. Çак юрă пирĕншĕн чи юратни пулса тăнăччĕ.

Вырăс чĕлхипе Александр Никифорович Орлов вĕрентетчĕ. Вăл вырăс çынниччĕ, вăрçăра разведчик пулнă, йывăр аманса сусăрланнă (снаряд ванчăкĕсем ÿпкинче юлнă). Хăш-пĕр чухне, эпир питĕ тархасласа ыйтнипе кăна, уроксем хыççăн вăрçăри тĕлĕнтермĕшсем çинчен каласа кăтартатчĕ.

Вĕсем тăваттăн вăрманпа разведкăран килнĕ чухне нимĕçсен пысăк ушкăнне тыткăна илме пултарнă. Çак паттăрла ĕçшĕн вĕсене «За отвагу» медаль парса чыс тунă.

Çакăн пек паттăрлăхсем çинчен итлесен, пирĕнте, ачасенче, темĕнле хăпартлануллă туйăмсем çуралатчĕç. Хă- вăртрах çитĕнсе çитсе çĕршыв сыхлавçи пулас килетчĕ.

Физика предметне Зоя Васильевна Васильева ертсе пыратчĕ. Унăн мăшăрĕ вăрçăра пуçне хунă. Зоя Васильевна хĕрпе ывăл çитĕнтеретчĕ. Вăл хăй те вăрçă вучĕ витĕр тухнă çын. Урок темине пурнăçпа çыхăнтарса яланах лайăх ăнланмалла каласа паратчĕ.

Иванов Николай Иванович

Пĕрре çапла пăс вăйĕпе ĕçлекен машинăпа паллашрăмăр. Çак машинăна вырăссен паллă механикĕ Иван Ползунов шухăшласа кăларнă. Электричество вăрттăнлăхĕпе паллашнă самантсем çав тери хавхалануллăччĕ тата. Эпир вĕреннĕ вăхăтра ялта краççын çутипе çеç усă курнă. Апла пулин те çав çутăпах мĕн чухлĕ кĕнеке вуласа тухман-ши! Кĕнеке — чи лайăх вĕрентекен пулнă.

Пăс машинин ĕçне кăтартма пире Çĕнĕ Шелттемĕн ватă вăрман хĕррине илсе кайнăччĕ. Унта çак машина вăйĕпе усă курса хăма çуратчĕç. Юнашарах тарăн çырма. Ăна пĕвеленĕ. Шывĕ таçтанах çуталса выртатчĕ. Ялти çÿллĕ пушар каланчи аякранах курăнса ларатчĕ. Вăхăта пĕлтерекен час сасси те таçтанах лайăх илтĕнетчĕ.

Кĕрлесе, пăс кăларса ларакан капмар хатĕре Гриша пичче пăхса тăратчĕ. Вăл хамăр ял çынни пулнă. Пире çак машина вăрттăнлăхĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарса панăччĕ. Хăма çуракансем йывăç кĕрешĕнчен хăма çурса кăтартнăччĕ. Пирĕн умра выртакан пысăк йывăç муклашки тем самантра илемлĕ хăмасем пулса тăни уйрăмах тĕлĕнтернĕччĕ.

Василий Порфирьевич Ефремов рамщикре тăрăшатчĕ, вăл Çĕнĕ Шелттем каччиччĕ. Вăрçăра пулнă. Тăшмана хирĕç истребитель çинче стрелок пулса çапăçнă.

Çак тĕлĕнмелле пăс машини вутпа ĕçлетчĕ. Çунса пулнă кĕле «Хĕрлĕ Çăлтăр» колхоз удобрени вырăнне усă куратчĕ. Унпа турнепспа кок-сагыз уйĕсене им-çамланă. Киле таврăннă чухне колхозăн вутлă машини патне çитсе чарăннăччĕ. Унта тырăран çăнăх авăртатчĕç. Николай Иванович Иванов механик пулса ĕçлетчĕ. Вăл Кивĕ Шелттем çынни пулнă. Чăн-чăн ăстаçă. Хăйĕн шăллĕне, Гришăна та, пăс машинипе ĕçлеме вĕрентнĕ. Николай Иванович вăрçă тухичченех çара кайнă (1939 ç.). Истребительсен авиаци полкĕнче хĕсметре тăнă. Самолетсене пăхса, тÿрлетсе тăракан механик тивĕçĕсене пурнăçланă. Вăрçă вучĕ витĕр тухнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна 1942 çулта «За боевые заслуги», 1945 çулта «За отвагу» медальсемпе чысланă. Старшина.

Вăрçăран таврăнсан ăна колхозри армана ĕçлеттерекен вутлă машинăна шанса панă. Çакăн йышши машинсене 30-мĕш çулсенче хуçалăхсем валли акăлчансенчен укçалла туяннă. Микула пичче пире çав машина мĕнле ĕçленипе паллаштарнăччĕ. Çаврака, цилиндр евĕрлĕскер, çÿллĕ савăта аса илтеретчĕ. Пĕр цилиндрлă хурçă механизм. Хĕрсе каясран ăна пĕвери шывпа сивĕтмелле тунăччĕ. Аял енче пысăк кустăрма — маховик вырнаçнă.

«Халĕ çак тимĕр купине чĕртсе чун кĕртетпĕр», — терĕ ун чухне ăстаçă куларах. Амаланса тăракан вучаха тимĕр гайка хурса хĕртрĕ, унтан çÿле хăпарса ăна ятарлă шăтăка хучĕ. Кĕске патак илсе маховике калле-малле хускатрĕ. Тем самантра машина кĕрлесе кайрĕ. Тимĕр пăрăхран ункă евĕр тухакан хура кăвак сĕрĕмпе хăватлă сасси юхан шыв тăрăх саланни пире юмахри евĕр туйăнчĕ.

Николай Иванович хă-йĕн ывăлĕсене те ăсталăха вĕрентсе хăварнă. Халĕ мăнукĕсем те аслашшĕн çу- лĕпех утаççĕ.

Яманкасси ялне кайни те асăмрах. Çав çулсенче çак колхоз республикăра малтисен йышĕнче пулнă. Колхоза Иван Кузьмич Кузьмин ертсе пынă. Вăл питĕ ăста ертÿçĕ пулнă.

Унта 1947 çулта ГЭС туса лартма пултарнă. Ял халăхĕ электричество вăйĕпе усă курса савăннă. ГЭС курма пире класс ертÿçи Фаина Ивановна илсе кайрĕ. Вăл колхоз ертÿçин хĕрĕ. Пире чăваш чĕлхипе вĕрентетчĕ.

ГЭСра пире Гаврил Александрович Александров ăшшăн кĕтсе илнĕччĕ. Вăл çамрăк, илемлĕ сăн-питлĕ, яштак пÿллĕ, вăтăрсенчи арçынччĕ ун чухне. Пире электричество вăйне тăвакан генераторпа паллаштарнăччĕ вăл. Унăн аялти çаврăнакан пайĕ çине калаксем вырнаçтарнăччĕ. Çÿлтен сикекен шыв генераторăн роторне çавăрса ток кăларнă. Ток вăйне стена çинче çакăнса тăракан приборсем палăртнă.

«Шел пулин те, паян эпĕ сире станцие ĕçлеттерсе кăтартаймастăп. Шыв çук. Пĕвене çурхи шыв татса кайнă. Каярахпа тепре килĕр», — тенĕччĕ вăл пире.

Кайран Гаврил Александрович вăрçăра пулнине пĕлтĕмĕр. Вăрçă хĕрсе пынă вăхăтра (1942 ç.) 18 çулти яш Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Çыхăну тытса тăракан çар чаçĕнче службăра тăнă, пралуксен йывăр пушкарне сĕтĕрнĕ. Яппун вăрçине те хутшăннă, чылай наградăна тивĕçнĕ. Тăван ялне 1949 çулта çеç таврăннă, мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ.

Çав экскурси пирĕн асăма ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ. Яманкасси улăхĕнче ÿсекен 230 çулхи йăмра та куç умĕнчех. Вăрăм тăрăхĕнче унтан ватă йăмра çук.

Чылай вăхăт иртнĕ хыççăн çав вырăнта тепре пулма тÿр килчĕ. Ама йăмра çав-çавах мăнаçлăн сарăлса ларать. Эпĕ ытараймасăр пĕр çамрăк тураттине касса киле илсе килтĕм. Хамăр ума лартса чĕртрĕм. Вăл паянхи кун та çамрăклăха аса илтерсе ешерет.

Шел пулин те, вăрçă ветеранĕсен йышĕ чаксах пырать. Халĕ вĕсен йăх тымарне ачисемпе мăнукĕсем малалла тăсаççĕ. Вăрçă çулĕпе утса тухнă çынсен сăнарĕсене чĕрере упрар, пуç тайса тав тăвар.

Николай ВОРОНЦОВ
Кивĕ Шелттем ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *