Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > Уяв мероприятийĕсен марафонĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă

Уяв мероприятийĕсен марафонĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă

Мартăн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тĕп хулари «Шупашкар-Арена» пăр керменте Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонне уçнă çĕре хутшăннă.

Театрализациленĕ представленире юратнă Чăваш Енĕн кун-çулне, унăн аталанăвне, савăнăçлă саман- чĕсемпе хурлăхлă кунĕсене туллин çутатса панă. Керменĕн тĕп лапамне 21 районпа пилĕк хулан маттур çыннисем тухнă. Кашни районпа хула çинчен тем чухлĕ ыррине, лайăххине калама пулать. Вĕсен ывăл-хĕрĕ тăван тăрăхшăн ырми-канми вăй хунă, тăшманпа çапăçнă, ача-пăча çуратса ÿстернĕ.
Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитни чăваш халăхĕн тата республика историйĕшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ тапхăр пулнине палăртнă Олег Николаев уява уçнă май. 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Халăх комиссариачĕн канашĕ Чăваш автономи облаçне туса хуни, унăн тĕп хули Шупашкар пулни çинчен йышăну кăларнă. Çавăнпа та июнĕн 24-мĕшĕ пирĕн республикăн çуралнă кунĕ шутланать.
«Пирĕн халăх темĕнле йывăрлăха та тÿссе ирттернĕ. 20-мĕш çулсен вĕçĕнчен пуçласа 50-мĕш çулсен пуçламăшĕ- ччен 20 пин ентеше репрессиленĕ. Анчах та халăх пĕтĕмпех чăтса ирттерчĕ. 30-мĕш çулсенче строительствăри пысăк çитĕнÿсемшĕн Чăваш Ене Ленин орденĕпе наградăланă», — тенĕ Олег Алексеевич. Вăл вăрçăн асаплă çулĕсем çинчен те аса илтернĕ. Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлеме Чăвашран 208 пин çын фронта тухса кайнă, кашни иккĕмĕшĕ çапăçу хирĕнче пуçне хунă. Республика территорийĕнче 139-мĕш, 140-мĕш, 141-мĕш, 324-мĕш стрелковăй дивизисем йĕркеленнĕ. 96 чăваш çынни Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ, хăшĕ-сем — вилнĕ хыççăн.

«Чăваш Еншĕн вăрçă хыççăнхи çулсем аталану тапхăрĕ пулса тăнă. Кĕске вăхăтрах республикăра пир-авăр тата хими комбиначĕсене, приборсем тата трактор тăвакан заводсене, Шупашкар ГЭСне çĕкленĕ. Çакă пĕтĕмпех чăваш халăхĕ хăйĕн ĕçне юратса та тĕплĕ тунине, пурнăçпа тан утма тăрăшнине кăтартать. Пĕрле, мĕнпур вăя пĕрлештерсе алла-аллăн тытăнса ĕçлесен кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтереетпĕр. Пĕрле эпир ума лартнă тĕллевсене пурнăçлатпăр. Çавăнпа уява çыхăнтаракан, пĕр чăмăра пуçтаракан чĕнÿ те — «Пĕрле» сăмах», — терĕ.
Олег Алексеевич Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă Асăну медалĕпе наградăланă. Çак чыса СССР халăх артистки Вера Кузьмина, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава,  Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Иван Долгушин тивĕçнĕ.
Уяв унта хутшăннă çынсен асĕнче тарăн та ырă йĕр хăварчĕ. Вĕсен кăмăл-туйăмĕпе паллаштаратпăр.

Алевтина ЯШМАНОВА,
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

_ Уяв мана тĕлĕнмелле килĕшрĕ. Çав тери çÿллĕ шайра хатĕрленнĕ. Пурте вырăнлă: юрăçсем те, спортсменсем те. Театр евĕр хатĕрленĕ анлă та калăпăшлă курăнура Чăваш Республики мĕнле йĕркеленсе аталаннине туллин уçса пачĕç. Тумтир, тĕрĕ-эреш, ташă-юрă — пурте тыткăнларĕ мана. Çав тери тулли кăмăлпа, хавхаланса таврăнтăм Шупашкартан.

Александр НИКОНОРОВ,
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

_ Çак сумлă мероприятие хутшăнма мана та тÿр килчĕ. Мана ыттисемпе пĕрле унта кайма шаннăшăн вырăнти пуçлăхсене те, районăн ертÿçисене те питĕ пысăк тав.
Кăмăл-туйăма палăртма сăмах çитмессĕн туйăнать. Тĕлĕнсе каймалла илемлĕ, анлă масштаблă иртрĕ вăл. Республикăри халăха çирĕп чăмăра пĕрлештерекен питĕ кирлĕ уяв пулчĕ ман шутпа. Çавăнпа пурне те пĕр тĕвве пуçтаракан сăмах та «Пĕрле!» пулчĕ.
Пĕрле пулса пĕрле ĕçленинчен ырри те, усси те пысăкрах. Шăпах çак шухăша палăртрĕ те Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев.

Светлана ВАСИЛЬЕВА,
Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн директорĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ:

— Мероприяти калама çук чаплă, çÿллĕ шайра иртрĕ. Пăр керменне республикăн пур кĕтесĕнчен те çав тери нумай çын пухăнчĕ. Уява йĕркелекенсене пысăк тав сăмахĕ калатăп: кашни сăмахĕ, кашни пулăмĕ вырăнлă пулчĕ. Пур район та хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе, паллă çыннисемпе тивĕçлипех мухтанма пултарать. Республика ÿсĕмĕсене курса чунтан савăнтăм. Район ертÿлĕхне çакăн пек пĕлтерĕшлĕ уява хутшăнма май панишĕн уйрăмах пысăк тав.

Калиса ИВАНОВА,
Янкăлч вăтам шкулĕн Паттăрлăхпа мухтав музейĕн директорĕ:

— Уява вăйлă хатĕрленни пĕр иккĕленÿ те çуратмасть. Мĕн пуçласа вĕçне çитичченех мероприяти пире хăйĕн авăрĕнче тытрĕ. Курса тĕлĕнмелли, савăнмалли, мухтанмалли чылай пулчĕ. Артистсен çи-пуçĕ, декорацисем çав тери пуян та капăр. Чăваш халăхĕн кун-çулне мĕн сĕм авалтан паянхи кунччен арена çинче питĕ паха сăнласа пачĕç: суха пуçĕнчен пуçласа хальхи вăйлă аталаннă самана таран. Концерт та питĕ килĕшрĕ. Чăваш Республики хăйĕн ывăлĕ-хĕрĕпе, çитĕнĕвĕсемпе чăннипех мухтанма пултарать. Хисепе тивĕç ентешсене патшăлăхăн çĕнĕ наградине — юбилей медальне парса чысланине лайăх пуçару тесе шутлатăп. Уявран тулли те хаваслă кăмăлпа таврăнтăмăр.

Валерий ДОЛГОВ,
Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

— Пирĕн район делегацийĕн йышĕнче тĕрлĕ отрасльте ĕçлесе сумлă ят çĕнсе илнĕ 12 çын пулчĕ.
Тăватă пин çын сăнакан арена тăрăх эпĕ, аграри ĕçне хамăн ĕмĕрĕн 40 çулне парнеленĕскер, Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн директорĕ Светлана Васильева, унти шкул музейĕн директорĕ, Николай Федоровичăн класс ертÿçи пулнă Калиса Иванова, Ф.Г. Григорьев ячĕллĕ районти тĕп больницăн тĕп медицина сестри Лидия Герасимова тата ытти ентешĕмĕрсем утса иртрĕмĕр. Пирĕн ушкăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Алексей Мурзуков, Алевтина Яшманова, Александр Никоноров тата Валентина Михайлова илем кÿчĕç.
Парада тухиччен Шупашкара пĕр кун маларах репетицие кайса килтĕмĕр. Волонтерсем пире нумай пулăшса пычĕç. Уяв питĕ хавхалануллă тата пăлхануллă пулчĕ, тĕп хуларан кашниех пысăк мăнаçлăх туйăмĕпе таврăнтăмăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *