Пирĕн районта паттăр та сумлă çын нумай çуралса ÿснĕ. Тĕнчипе чапа тухнисем те пур. Паян паллă çынсенчен пĕринпе, Совет Союзĕн геройĕпе Анатолий Александрович Ивановпа паллаштаратпăр. Вăл 1920 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче Высоковка салинче çуралнă.
Хăйĕн ĕçлĕ кун-çулне Анатолий Александрович 1936 çулта Канаш хулинче шут ĕçĕнче пуçланă. 1938-1940 çулсенче Канаш — Шупашкар чукун çулăн юппине тунă çĕрте вăй хунă. 1940 çулта унăн çара кайма ят тухнă. Чăваш Енре йĕркеленнĕ 324-мĕш стрелковăй полк йышĕнче Хĕвел анăç, 1-мĕш тата 2-мĕш Украина, 3-мĕш Белорусси фрончĕсенче тăшмана хирĕç çапăçнă. Вăл ертсе пынă командовани хаяр çапăçусенче пĕрре мар çĕнтернĕ.
Анатолий Иванов çапăçăва пуçласа Мускав хули патĕнче 324-мĕш стрелковăй дивизи йышĕнче 1941 çулхи кĕркунне кĕнĕ.
1943 çулхи октябрь уйăхĕ. 96-мĕш гварди стрелковăй дивизи тăшман чаçĕсене аркатса тăкса марш-бросокпа Днепр патне тухнă. Днепрăн сылтăм çыранĕнче Украинăн ялĕсемпе хулисем хăйсене ирĕке кăларасса кĕтнĕ. Çамрăк офицер мăнаçлă юхан шыв çине хумханса пăхнă. Паллах, унăн уйăх çутинче ялтăракан шывпа киленме вăхăт пулман, ун урлă çухатусăр мĕнле каçмалли çинчен шутланă. Леш енчи çыранта нимĕçсем пулнă.
— Лейтенант юлташ, полк командирĕ сире хăй патне чĕнет, — илтĕннĕ хыçалта. Вăл хăйĕн çине пысăк яваплăх хурасса туйса илнĕ. Командирăн приказĕ кĕске пулнă:
— Днепр урлă пуринчен малтан каçса сылтăм çыранта çирĕпленсе лармалла, дивизие шыв урлă каçма майсем туса памалла!
— Пурнăçлатпăр! — çирĕппĕн хуравланă Иванов.
Вăл хăйĕн подразделенине кайнă. Задачăна ăнлантарса панă. Пĕренесем шыраса тупса сулă туса хунă. Кĕсменсем валли хăмасем те тупăннă. Пĕтĕмпех хатĕр, тĕттĕмленсен подразделени шыв урлă каçма тытăннă.
Таврара шăп. Хÿтĕлев линийĕ чăнкă çыран хĕррисемпе иртнĕ пирки пирĕн чаçсем хăйсен умне сиксе тухасса нимĕçсем шутлама та пултарайман. Взвод хыççăн взвод сылтăм çырана хăпарнă. Анчах та нимĕçсем шыв урлă каçакансене асăрханă та вут-çулăм тăкма пикеннĕ: пулеметран, минометран, автоматран. Тăшман темиçе хут вăйлăрах пулнă пулсан та пирĕн салтаксем парăнман.
— Вилĕме парăнмастпăр! Каялла çул çук! — кăшкăрнă командир.
Ирхине нимĕçсем атакăна çĕкленнĕ. Вĕсем хăйсен умĕнче пысăк хăрушлăх пулнине лайăх ăнланнă. Дивизи командованийĕ тăшман лайăх çирĕп- ленсе ларнине кура малтанхи операци планне улăштарса фашистсене улталама шутланă. Ивановăн ударлă ушкăнне плацдарма тытса тăма хушнă. Дивизи çав вăхăтра урăх вырăнтан шыв урлă каçма тытăннă.
Смоленск районĕ патĕнче Днепр урлă, çавăн пек юхан шывсем урлă каçнăшăн уйрăмах палăрнисене Совет Союзĕн Геройĕн ятне пама йышăннă. Днепр урлă каçнă чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă 2438 çын (47 генерал, 1123 офицер тата 1268 салтакпа сержант) Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ.
Çар заданине пурнăçланă чухне паттăрлăхпа палăрнăшăн Анатолий Иванова Ленин орденĕпе, «Ылтăн Çăлтăр» медальпе, паттăр ячĕпе наградăланă.
1944 çулхи мартăн 6-мĕшĕ. Кашенцы ялĕ çывăхĕнче нимĕçсем пирĕн çарсене пулеметсемпе минометсенчен персе тăнă. Иванов хăйĕн дивизийĕпе малти линире хăюллăн çапăçнă, яла тăшманран ирĕке кăларнă. Нимĕçсем каялла чакнă. Мартăн 8-мĕшĕнче батальон атакăна çĕкленсе Ятсăр тăва ярса илнĕ. А. Иванов тĕрлĕ йывăр лару-тăрура тĕрĕс йышăну тума пĕлнĕ. Мартăн 8-мĕшĕнче пирĕн ентеш йывăр аманнă. Госпитальтен сывалса тухсан каллех фронта кайнă.
Вăрçă хыççăн Вăрнар поселокне таврăннă. 15 çул сĕт продукчĕсен завочĕн директорĕнче, райĕçтăвком председателĕнче, пенсие тухиччен нефтебаза директорĕнче ĕçленĕ.
Мăшăрĕпе Екатерина Владимировнăпа тăватă хĕре çутă кун парнеленĕ, çичĕ мăнукне ÿстерме пулăшнă.
Тăван çĕршыв аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн 1978 çулта Анатолий Александрович Иванова Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Сумлă наградăсем хушшинче çавăн пекех Хĕрлĕ Ялав, Александр Невский, Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш тата 2-мĕш степень орденĕсем.
1980 çулта Анатолий Александрович пенсие тухнă, апла пулин те общество пурнăçне, çамрăксене патриот воспитанийĕ парас ĕçе хастар хутшăннă.
Хăюллă ентешĕмĕр 2002 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Унăн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче упранать.
«Хыпар», 2002 çул,
раштавăн 21-мĕшĕ