Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Шăхасан салинчи Çĕнтерÿ паркĕ çĕнелет

Шăхасан салинчи Çĕнтерÿ паркĕ çĕнелет

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет. Юбилей тĕлне Шăхасан салинче Çĕнтерÿ паркне çĕнетме пуçланă.
Унти строительство ĕçĕсемпе çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов паллашнă. Вăл çавăн пекех районти культура çурчĕ çумĕнчи территорие тирпей-илем кĕртессипе пуçарнă ĕçсене хак панă, унтан кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши вĕреннĕ шкула çитсе килнĕ.

Çĕнтерÿ паркне «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» муниципаллă программăпа килĕшÿллĕн тăваççĕ. Палăртнă ĕçсене «Транспортник» тулли мар яваплă пĕрлĕх пурнăçлать.

Çĕнтерÿ паркĕнче хальхи вăхăт тĕлне строительсем брусчатка сарнă. Палăка вырăнне лартнă, ун хыçĕнче стена хăпартнă. Стена çине вăрçăра пуç хунă ентешсен хушамачĕсене вырнаçтарĕç. Çитес вăхăтра чечек клумбисем чĕртсе тăратĕç.

Пирĕн районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă 100 ытла асăну вырăнĕ.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code