Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕлĕхсем кĕртни вырăнлă пулĕ

Çĕнĕлĕхсем кĕртни вырăнлă пулĕ

Раççей волонтерĕсем — пысăк вăй. РФ Конституцине кĕртме йышăннă тÿрлетÿсен шутĕнче волонтерсем пирки те çĕнĕлĕхсем пулмалла.
Алина ПАВЛОВА, райадминистрацин тĕп эксперт специалисчĕ, район волонтерĕсен юхăмĕн ертÿçи:
— Çĕнĕ йĕрке, çĕнĕ шухăш, ырă пулăмсем паянхи пурнăçра питех те кирлĕ. Конституцие çакнашкал улшăнусем кĕртнине ырлатăп.
Канаш районĕнче волонтер юхăмĕ лайăх аталаннă тесе çирĕплетсех калама пултаратăп. Пирĕн медик волонтерсем, шкул ачи волонтерсем, библиотекарь волонтерсем, «кĕмĕл» волонтерсем çав тери хавхаланса ĕçлеççĕ. Çĕнтерÿ волонтерĕсем хальхи вăхăтра пысăк ĕç тăваççĕ. Акă, сăмахран, паянхи куна çеç илер. Çĕршывра, республикăра коронавирус сарăлнă вăхăтра пирĕн волонтерсем питĕ хастар ĕçлеççĕ: пĕччен пурăнакан, тухса çÿреймен ватăсене апат-çимĕç, эмел илсе килсе параççĕ, ветерансене кил-тĕрĕшре те пулăшаççĕ. Паллах, пур ĕçе те гигиена йĕркисене пăхăнса тăваççĕ.
Аслă Çĕнтерĕве халалласа йĕркеленĕ «Астăвăм сачĕ» акцие те хутшăнаççĕ, кашни ялтан ĕмĕр асăнмалăх чĕрĕ палăк пултăр теççĕ. Волонтерсен юхăмĕнче тăракан шкул ачисем ватăсене хисеплеме, Тăван çĕршыва юратма, çут çанталăка упрама вĕренеççĕ. Йывăрлăхра кирек кама пулăшма та хатĕр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code