Среда, 7 декабря, 2022
Главная > Новости > Çак пулăшăвăн пĕлтерĕшĕ чăнласах та пысăк

Çак пулăшăвăн пĕлтерĕшĕ чăнласах та пысăк

Альбина КУЗЬМИНА,
Яманкасси ялĕнче виçĕ ĕне усракан:
— Паян ирхине сĕт пама тухсан питĕ лайăх хыпар илтсе кĕтĕм. Килти хушма хуçалăх тытакансене сăвакан ĕнесене усранипе пулакан тăкаксене субсиди парса саплаштараççĕ иккен. Куншăн, чăнласах та, ялта ĕне усракан кашни çемье хĕпĕртенĕ. Чăваш Енри ял хуçалăх министрĕн Сергей Артамоновăн сăмахĕсене итленĕ кÿршĕ пулăшу мерисен йĕркене уçăмлăн ăнлантарса пачĕ. Выльăх усракансене пĕр ĕне пуçне — 2300 тенкĕ, икĕ ĕнешĕн — кашнин пуçне 3300 тенкĕ, виçĕ тата ытларах пулсан — кашнин пуçне 4300 тенкĕ парасшăн. Сергей Артамонов асăннă пулăшăва килти хушма хуçалăх тытса тăракан 22 пин çемье тивĕçме пултарать тенĕ. Эпир виçĕ ĕне усратпăр, çак пулăшăвăн пĕлтерĕшĕ чăнласах та пысăк. Çакăн йышши тÿлеве кÿршĕ регионта панине те илтнĕ эпир, халĕ килте хушма хуçалăх тытакансене паракан пулăшу мери Чăваш Ене те çитнишĕн чун-чĕререн савăнатпăр. Унпа çулсеренех тивĕçтерсе пырасса шанатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code