Вторник, 30 апреля, 2024
Главная > Публикации >  Александр Цветков журналистсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ

 Александр Цветков журналистсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ

Июнӗн 19-мӗшӗнче видеоконференцҫыхӑнӑвӗ мелӗпе Раҫҫей Конституцине тӳрлетӳсем кĕртессине ырлас ыйтупа пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлава хатӗрленни ҫинчен брифинг иртрӗ. Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ.

Аса илтеретпӗр, Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлав июлӗн 1-мӗшӗнче иртет. Журналистсемпе калаҫнӑ май суйлав комиссийĕн ертӳҫи граждансен сасӑлав участокĕсене мӗншӗн пымаллине ӑнлантаракан виҫӗ витӗмлӗ сӑлтав илсе пачӗ:

«Сасӑлав вӑл — эпохӑлла пулӑм. Конституцие 1993 ҫулта йышӑннӑ чухне ку пачах урӑх ҫӗршыв пулнӑ, пурнӑҫ та урӑхларахчĕ, — палӑртрӗ Александр Цветков. — Тӳрлетӳсен тӗп тӗллевӗ — Конституцие хальхи реалипе килӗшӳллӗн туса ҫитересси».

Иккӗмӗшӗ: мероприятие хатĕрлесе ирттерме патшалӑх пысӑк ресурссем тӑкакланӑ, ҫакна ӑнланса суйлавҫӑсен харпӑр хӑй яваплӑхне ӳстермелле.

Унсӑр пуҫне, тӳрлетӳсемшĕн  кашни хӑй сасӑласан ҫынсен сасӑлав суя иртет тесе шухӑш ҫуралмĕ.

Сасӑлав ирттернӗ чухне чи малтанхи тӗллев —  хӑрушсӑрлӑх. Ӑна мĕнле тивĕҫтересси ҫинчен  Александр Цветков  брифингра каласа пачĕ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак кунсенче Чӑваш Ене сасӑлавра хутшӑнакан пур ҫынна та маскӑсемпе тивĕҫтерес тĕллевпе миллион маска илсе килнĕ: вĕсене суйлавҫӑсен членӗсене, сӑнавҫӑсене, аккредитациленӗ журналистсене парĕҫ.

А. Цветков дезинфекци пирки те пĕлтерчĕ. Июнӗн 25-мӗшӗччен участоксене тӗплӗн  дезинфикацилесе тухĕҫ, унтан помещенисене кашни кун имҫамласа тӑрӗҫ. Июнӗн 1-мӗшӗнче, сасӑлав кунӗнче, участоксене час-часах тирпейлĕҫ.

Коронавирус инфекцие сарӑлас хӑрушлӑха сирсе ярас тесе сасӑлав вӑхӑтӗнче суйлавҫӑсене май килнӗ таран пĕр-пĕринчен уйӑрма йышӑннӑ.

Ҫавӑнпа сасӑлавҫӑсен килте сасӑлама право та пур. Унсӑр пуҫне сасӑлав пӳлӗмӗсем ҫук ҫӗрте сасӑлава участоксен тулашӗнче уҫӑ сывлӑшра йӗркелӗҫ.

Хӑйӗн участокӗнче кашни суйлавҫӑ июлӗн 1-мӗшӗччен, сасӑлав кунӗччен, ултӑ кун хушшинче сасӑлама пултарать: июнӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 30-мӗшӗччен.

Чӑваш Енре дистанци мелĕпе сасӑлама май пурри ҫинчен ыйту ҫине хуравланӑ май Александр Цветков паян ҫавнашкал майсем  Мускавпа Чулхула облаҫӗнчи ҫеҫ пуррине пĕлтерчĕ, ҫак регионсенче кӑна кирлӗ мӗнпур техника пур.

Александр Цветков каланӑ тӑрӑх, сасӑлав пĕтĕмлетĕвĕсене участоксенче 3-4 сехет хушшинче май килнӗ таран хӑвӑрт туса ҫитерӗҫ.  Вӗсене территорири суйлав комиссийӗне илсе ҫитерӗҫ, ТСК ӗҫченĕсем даннӑйсене «Суйлав» ПАС тытӑмне кӗртӗҫ.

Тепӗр кун ирхине протоколсене Мускава ӑсатӗҫ. Тӳрлетӳсене сасӑлавҫӑсен 50 процентран кая мар ырларĕҫ пулсан вĕсем вӑя кĕрĕҫ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *