Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Хăватлă техникăпа тухăçлă ĕçлеме пулать

Хăватлă техникăпа тухăçлă ĕçлеме пулать

Ытларикун Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕçлĕ визитпа пирĕн районта пулчĕ. Олег Алексеевич республикăн агропромышленность комплексне аталантармалли проектсем мĕнле пурнăçланнипе паллашрĕ. Хуçалăхăн техника паркĕ хăватлă пулсан конкурентлă продукци туса илме май пуррине палăртрĕ вăл.
«Росагролизинг» АО пулăшнипе пирĕн районти тепĕр хуçалăх — «Пионер» агрофирма» тулли мар яваплă пĕрлĕх хăйĕн ахаль те вăйлă техника паркне тата çирĕплетрĕ. «Пионерсене» çĕнĕ техника туяннă ятпа саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, «Росагролизинг» АО генеральнăй директорĕ Павел Косов, республика Правительствин Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов килчĕç. Хуçалăх ертÿçи Николай Николаев хăйсен ыйтăвне кĕске вăхăтрах татса панăшăн асăннă организацие тав турĕ. «Эпир малашне те ăнăçлă аталанса тухăçлă тата тупăшлă ĕçлесе пырасшăн. Хальхи вăхăтри техникăсемпе вара, ман шутпа, çак тĕллеве пурнăçлама пулатех,» — терĕ Николай Германович.

Ирина АНДРЕЕВА
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code