Среда, 5 октября, 2022
Главная > Публикации > Тырă пучахĕсене нăрă тапăннă

Тырă пучахĕсене нăрă тапăннă

Ăшă кунсем тăнă май уй-хирте тыр-пула сиен кÿрекен нăрăсем ĕрчеме пуçларĕç. Кăçал «кузька» нăрра уйрăмах йышлăн курма пулать. Çак кăпшанкă çĕртме уйăхĕнчен пуçласа çурла уйăхĕччен тулă, ыраш, урпа пучахĕсенчи пĕрчĕсемпе тăранса пурăнать.

Пĕр нăрă хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче 7-8 грамм чухлĕ тырă çисе ярать. Çак сăтăрçă тăрăхла, 13-16 миллиметр тăршшĕ, хăмăр-хĕрлĕ тĕслĕ. Çурăмĕ çинче хура тăват кĕтеслĕх пур. Аталанса çитнĕ хыççăн (икĕ уйăхран) вăл çĕр ăшне (10-15 сантиметр тарăнăшне) 30-40 çăмарта хурать. Виçĕ эрнерен унăн личинкисем тухаççĕ. Вĕсем 22 уйăх таран çĕр ăшĕнче тымарсемпе тăранса пурăнаççĕ.

Нăрра кăнтăрла, сывлăш температури 20 градусран кая мар ăшăнсан асăрхама пулать. Енчен те пĕр тăваткал метрта 3-5 нăрă пур пулсан ăна им-çамламалла. Им-çампа ĕçленĕ чухне хăрушсăрлăх техникине çирĕп пăхăнмалла, СанПиН ятарласа çирĕплетнĕ препаратсемпе кăна усă курмалла.

Нăрă çăмарти тата личинки çĕр ăшĕнче аталаннине шута илсе агротехника мелĕсем çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ хыççăн кĕрхи çĕртме тумалла, çуркунне ял хуçалăх культурисене акма тухиччен анасене сÿремелле тата культиваци тумалла.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code