Вторник, 5 ноября, 2024
Главная > Публикации > Сан умăнта таятăп пуçăма

Сан умăнта таятăп пуçăма

Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе, Чăваш Республикин Культура министерствипе республикăри Хĕрарăмсен канашĕ пулăшнипе регионсем хушшинче «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕн иккĕмĕш зонăри тупăшăвĕ Комсомольскинче иртрĕ. Эпир çак конкурса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чаплă Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 75 çул çитнине тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халаллатпăр. Ку уявсен пĕлтерĕшĕ пирки калама кирлех-ши? Çапах та хаяр вăрçă суранĕсем Тăван çĕршыври кашни çын, кашни çемье пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнине палăртмаллах.
Сентябрĕн 24-мĕшĕнче кăнтăр районсенчи хĕрарăмсем Каçал тăрăхне пуçтарăнчĕç. Пурĕ 5 районтан: Канаш, Елчĕк, Улатăр, Патăрьел, Комсомольски тăрăхĕсенчен чи хастар та пултаруллă хĕрарăмсем хăйсен ăсталăхне кăтартма кăмăл турĕç.
Фойере конкурса хутшăнакансем хăйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе, ал ĕçĕсемпе хаваспах паллаштарчĕç. Канаш районĕн чысне врач пулса ĕçлекен Галина Васильевна Харитонова хÿтĕлерĕ – «Ылтăн алăллă хĕрарăм ята» тивĕçлĕ пулчĕ. Фойере, сцена çинче «Ямаш ен», «Енĕшсем» фольклор коллективĕсем Харитонова Галина Васильевнăна юрă-ташăпа пулăшса пычĕç.

Людмила КОНСТАНТИНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *