Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ĕçлеме чи хатĕр министрсенчен пĕри

Ĕçлеме чи хатĕр министрсенчен пĕри

Раççей ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕн Сергей Артамоновăн ĕçне пысăка хурса хакланă. Кун пирки вăл авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче республикăн Правительство çуртĕнче регион Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа ирттернĕ тĕлпулура каланă.
«Сергей Геннадьевич ĕçе малалла тăсни пушшех те кăмăллă. Ăна шаннишĕн сире тав тăватăп. Пирĕн шутпа, вăл — ĕçлеме чи хатĕр министрсенчен пĕри», — тенĕ Мускавран килнĕ хăна.
Сергей Артамонов федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсенчи чи лайăх виçĕ министр, Раççейри чи лайăх 20 министр шутне кĕрет иккен.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *