Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Таса çĕрте илемлĕ те, хăтлă та

Таса çĕрте илемлĕ те, хăтлă та

«Тасатнă çĕрте мар, вараламан çĕрте таса», — çакăн пекрех илтĕнет «Чисто не там, где убирают, а чисто там, где не сорят» вырăсла каларăш чăвашла куçарура. Тасатнă вырăна тепĕр хут та варалама пултараççĕ. Çакă веçех çынран килет. Мĕн каласшăн-ха эпĕ? Тавралăхри тасалăх, илем çинчен сăмахăм.
Йăлари хытă каяшсене ялсенчен те турттарса тухма пуçланăранпа икĕ çул çитрĕ те пуль, анчах çак йĕркене, темшĕн-çке, паян кун та хăнăхса çитейместпĕр. Килти ăпăр-тапăра çырмана е вăрмана кайса пăрахма хăнăхнă йăла пуç миминчен ниепле те тухса ÿкеймест. Çырмасене тухса выртакан тĕрлĕ ăптăр-каптăр шучĕ паянхи кун та чакмасть. Мотоблок е трактор прицепĕ çинчи тиев çаплипех ял çумĕнчи çырмана е, тата хăрушăрах, вăрмана ăсанать.
Йывăç-тĕм турачĕсене килти хуçалăхрах типтерлеме пулать. Вĕсем вучахра та пит аван çунаççĕ. Паян кам вучах чĕртсе аппалантăр тесшĕн-и? Ял çынни выльăх усрамасăр, выльăх апачĕ пĕçермесĕр пурăнмасть. Ÿркенмесен вĕтĕ туратсене те ниçта кайса пăрахмасăрах ĕçе кĕртме пулать.
Халь кĕркунне кашниех сад-пахчана хĕле хирĕç тасатать, хăрнă-типнĕ чечек тунисене çумласа каллех кăларса пăрахать. Пахча хыçне пĕр купана хурса пыр та — никама та, ниме те кансĕрлемест. Çĕрет, тислĕк пулать — çĕре кăпăшка тăвать.
Çÿп-çап пуçтармалли контейнерсене те мĕн кăна тухса пăрахмаççĕ тата. Çав туратсемпе чечек хунавĕсене кунта пăрахмалла мар пуль ĕнтĕ! Кăна темле айван çын та чухламаллах-тăр. Сокран, минералкăран юлнă шăлтăр-шалтăр савăтсене те лапчăтса хурсан аванрах. Çакна тума та ÿркев кансĕрлет-ши?
Пĕрисем тасатнине теприсем хисеплеменни питех те тарăхтарать вара. Варалакан çынсемех ялти субботниксене те хутшăнмаççĕ, шăв-шавне те нумайрах тăваççĕ.
Куçа тăрăнакан, чуна ыраттаракан ÿкерчĕксем кашни ялта тенĕ пекех тĕл пулаççĕ. Уй варринче çул хĕрринче çÿп-çап миххи выртнине час-часах курма пулать. Целлофан михĕ çурăлса кайнипе чыссăрлăх таврипе сапаланать. Ăçтан килсе выртнă çав михĕ уя? Ахăртнех, машинăран пăрахса хăварнă. Вырăна илсе çитерме мĕн чăрмантарать-ши çынсене? 
Акă Уçырма ял тăрăхĕнчи Кĕлтеçулĕ ялĕ çывăхĕнче, вăрман хĕррипе Хунав еннелле кайнă çĕрте свалка уçнă. Темле лавкка, косметикăпа ĕçлекенскер-ши, çавăнта косметика каяшĕсене кайса тăкнă. Духи, помада, ытти-хатĕр хĕтĕртен юлнă курупкасене, савăт-кĕленчесене тултарнă михĕсем самай пысăк купа пулса кайнă. Ку свалкăна камăн тасатмалла-ши вара халь? Яваплăхне тем тесен те ял тăрăхĕн администрацийĕ çине хураççĕ, айăпли вара — пачах та урăххи.
Сăмах май, кун тĕслĕхре йĕркелĕх хуралĕн органĕсем айăплине тупса палăртма пултараççĕ. Ытти япаласемпе пĕрле касса чекĕсене те тухса пăрахнă. Ун тăрăх суту-илÿ учрежденине е унăн хуçине пĕлме май пур.
Çапла хăтланмалла мар ĕнтĕ паян. Этемĕн шухăшлавĕ пурнăçпа тан улшăнса пымалла пуль. Çÿп-çап валли контейнер лартса панă тăк — кирлĕ мар япалана унта кайса пăрах. Хăвна та лайăх, ыттисене те кăмăллă.

Влада МИРОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code