Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Медицина учрежденийĕсене — пысăк тимлĕх

Медицина учрежденийĕсене — пысăк тимлĕх

Ытларикун, чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Чи малтанах вăл Аслă Мами ялĕнчи çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçĕпе паллашрĕ. Сиплев учрежденине кăçал хута янă. Çакна палăртса хăвармалла, кăçал пирĕн районта виçĕ ФАП хăпартнă, тепĕр иккĕшĕ Асхва тата Вăрман Енĕш ялĕсенче пурăнакансене йышăнаççĕ.

Аслă Мами ялĕнче регион Пуçлăхне Олег Николаева Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов, район пуçлăхĕ — районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Сергей Шерне, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов тата ялти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Наталия Антонова кĕтсе илчĕç.

— Пирĕн ялти малтанхи сиплев çурчĕ 1975 çулта хута янăскер пулнă. Унта хĕл кунĕсенче питĕ сивĕччĕ. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума тытăнсан эпир, медицина ĕçченĕсем, кăна мар, ял çыннисем те питĕ савăнчĕç. Халĕ кунта чăнласах та ăшă тата хăтлă, —  терĕ ФАП заведующийĕ Наталия Геннадьевна.

Унтан Екатерина Васильева аслăмамисен ячĕпе сăмах илчĕ: «Сиплев çуртне хута янă хыççăн пурте унта кĕрсе куртăмăр. Унчченхи ФАПпа танлаштарсан ырă уйрăмлăхсем чăнласах та нумай. Çĕнĕ çуртра ăшă, таса, çутă. Унта паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен тĕрлĕрен оборудовани вырнаçтарнă. Медицина ĕçченĕсем сывлăхне тĕрĕслеттерме тата сипленме пыракансене ăш пиллĕн йышăнаççĕ, çĕрлехи вăхăтра пырса чĕнсен те медицина пулăшăвĕ пама васкаççĕ. Эпир вĕсен ĕçĕпе кăмăллă».

Унтан Олег Алексеевич район администрацийĕнче сыв-лăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕпрен юсассипе çыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттерчĕ.
Тĕплĕнрех иккĕмĕш страницăра.

Артемий МЯСНИКОВ
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *