Главная > Артемий Мясников

Культура ĕçченĕн кунĕ тĕлне çĕнĕ культура çурчĕ хута кайрĕ

Ĕнер Юмансар ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ хута кайрĕ. Ăна «Культура» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕкленĕ. Ял çыннисен савăнăçне çав кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕрле пайларĕ. Олег Алексеевич пушă алăпа килмен, вăл Юмансар ялĕнче ÿссе çитĕнекен ачасем валли «Раççейĕн тĕрленĕ картти» пазл парнелерĕ. Культура ĕçченĕн кунĕ умĕн çакнашкал хăтлă объект хута

Подробнее

Вĕрентекенпе вĕрентÿçĕ тата Телейлĕ ачалăх çулталăкĕсене старт пачĕç

Юнкун Канашри муниципаллă округра Раççейри Вĕрентекенпе вĕрентÿçĕ тата Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕсене старт пачĕç. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие уçма муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата унăн çумĕ - вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева хутшăнчĕç. Ачасене пĕлÿ парас енĕпе Канаш енри пĕлÿ çурчĕсенче 500 ытла вĕрентекен тăрăшать. Вĕсем ĕçтешĕсен ламран-лама куçакан ырă йăли-йĕркине çирĕп

Подробнее

Ялсем çĕнелсе аталанни

Пулталурăх каçĕ иртнĕКанаш енре литература тата ÿнер енĕпе палăрнă пултаруллă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Кăшнаруй ялĕнче çуралса çунатланнă Надежда Никитична Петрова-Степанова. Вăл литературăра тĕрлĕ жанрпа ăста çырать. Эпир вара, юрра-кĕвве кăмăллакансем, ăна Надежда Силпи ятпа пĕлетпĕр.Пĕлтĕр Кăшнаруй ялĕнчи культура çуртĕнче унăн пултарулăх каçĕ иртнĕ. Фойере поэтессăн пурнăçĕпе тата

Подробнее

Шкулсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ

«Шкулти вĕрентÿ системине çĕнетесси» федераци программи Канашри муниципаллă округра ăнăçлă ĕçлет. Вăл вун-вун çул хушшинче юхăннă пĕлÿ çурчĕсене тĕпрен çĕнетме май парать. Çак тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 2022 çулта Чакаç тата Вырăскас Пикших вăтам шкулĕсене юсанă. Строительсем шкулсене кăшкарĕ таран сÿтнĕ, унтан шалтан тата тултан çĕнĕ «тум тăхăнтартнă». 2023 çул пуçламăшĕнче асăннă

Подробнее

Карăклă территорийĕн пайĕ

Ачасен ĕмĕтне пурнăçланă Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Юмансар ялĕнче пурăнакан Максимовсем патĕнче хăнара пулнă. Олег Алексеевич «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акципе килĕшÿллĕн 16 çулти Константина телескоп парнеленĕ. Константинăн ĕмĕчĕ Мускаври асамлă чăрăш çинчи шарсем хушшинче хăйĕн вăхăтне кĕтнĕ, ăна Олег Алексеевич тĕп хулара ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă чухне алла

Подробнее

Янкăлч салинче çĕнĕ шкул стройки пуçланчĕ

Янкăлч салинче çитес вăхăтра шкул-садик тума тытăнасси çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырса пĕлтернĕччĕ. Проектпа килĕшÿллĕн унта аслă ÿсĕмри ачасем валли - 165, кĕçĕн çулхи пепкесем валли 40 вырăн пулĕ. Çĕнĕ шкул хăпартма килĕшнĕ подряд организацийĕ, «Булат» тулли мар яваплă пĕрлĕх, хăйне вăрах кĕттермен. Кирлĕ хутсене алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн строительсем тÿрех

Подробнее

Çĕнĕ сортсемпе паллашнă

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта «Каскад» суту-илÿ центрĕнче «Çĕр улми» курав иртнĕ. Вăл икĕ куна пынă. Унта пирĕн муниципаллă округран та пысăк делегаци хутшăннă. Курава пуçтарăннисем ăслăлăхпа практика конференцине хутшăннă, çĕр улмин тĕрлĕ сорчĕпе паллашма тата унăн вăрлăхне туянма пултарнă. Мероприятире çĕр улмисĕр пуçне пыл, чей, хунав тата ытти çимĕçе хаклама сĕннĕ. Курава Чăваш

Подробнее

Тăхăр регионтан 300 ытла спортсмен пуçтарăннă

Иртнĕ канмалли кунсенче Шăхасанти «Импульс» физкультурăпа спорт комплексĕнче маст-рестлинг енĕпе ăмăрту иртнĕ. Виç çĕр ытла спортсмен Атăлçи федераци округĕнче мала тухассишĕн йĕркеленĕ чемпионатăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Ăмăртăва пуçтарăннă хĕрсемпе каччăсене Канашри муниципаллă округăн пуçлăхĕ Сергей Михайлов саламланă, пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă. Шăхасан салине спортсменсем Раççейĕн тăхăр регионĕнчен килнĕ, помост çинче

Подробнее

Пуç хунă салтак ятне ĕмĕр асра тытĕç

2011 çултанпа нарăс уйăхĕнче Тăван çĕршыв тулашĕнче служба тивĕçне пурнăçласа пуç хунă Раççей салтакĕсене асăнаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннă хыççăн пирĕн çĕршыв ытти патшалăхра пыракан 30 ытла вăрçа хутшăннă. Вĕсенче 25 пин ытла çар çынни пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Чи хăрушши - пирĕн паттăрсене Афганистанра кĕтнĕ. Вĕсем ют çĕршыв çĕрĕ

Подробнее

Энциклопедин иккĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ

Кăçал çулталăк пуçламăшĕнче «Канаш районĕ: персоналийсен энциклопедийĕ» кĕнекен иккĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Ăна Канаш ен тăрăхĕн паллă тавра пĕлÿçи Валериан Прокопьев пухса ха- тĕрленĕ. Кĕнеке 300 экземпляр тиражпа кун çути курнă. Унта Канаш районĕнче çуралнă, хăйсен ĕçĕпе пысăк хисепе тивĕçнĕ ентешсене кĕртнĕ. Пĕтĕмпе пине яхăн персоналей. Кĕнеке 457 страницăран тăрать. Асăннă кĕнекен

Подробнее