Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > 100 çулхи юбилейне паллă тунă

100 çулхи юбилейне паллă тунă

Юмансар ялĕнче пурăнакан Анна Никитична Никитина 100 çул тултарнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, ăна патшалăх «Мухтавлă тата ырми-канми ĕçшĕн» медаль парса чысланă.

Юбиляра çуралнă кунпа округăн социаллă аталану пайĕн ертÿçи Вероника Павлова тата çывăх тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем саламланă. Юмансарти культура çурчĕн артисчĕсем концерт лартса панă.

Анна Никитична Юмансар ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан тăван хуçалăхра вăй хунă. Кайран шкулта техслужащи пулса ĕçленĕ. Мăшăрĕпе Христофор Максимовичпа сакăр ача çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать.

Юбиляра ачисем 17 мăнукпа 12 кĕçĕн мăнук парнеленĕ. Анна Никитичнăна çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *