Вторник, 7 мая, 2024
Главная > Публикации > Çĕр ĕçнемĕн ачаран хăнăхса ÿсĕç

Çĕр ĕçнемĕн ачаран хăнăхса ÿсĕç

Шкул çулне çитмен пепкесене ял хуçалăхĕпе паллаштарас тата тăван тавралăха юратма вĕрентес тĕллевпе ача сачĕсенче агролабораторисем уçаççĕ. Пĕлтĕр ăна Уçырма ялĕн ача садĕнче пуçласа хута янăччĕ. Çак кунсенче Канаш тăрăхĕнче харăсах тата икĕ лаборатори ĕçлеме пуçланă. Вĕсем Вăтакас Кипечпе Ăвăс- пÿрт Кипеч шкулĕсен çумĕнчи ача сачĕсенче уçăлнă.

Кипеч тăрăхĕнче тĕллевлĕ проекта пурнăçа кĕртме «Август-Кайбицы» хуçалăх пулăшнă. Вăл пахча çимĕç çитĕнтерме ятарлă комплектсем туянса панă. Çÿлексем çинчи савăтсенче помидор, сухан, редис, хăяр, салат тата ытти çимĕç шăтса тухнă та ĕнтĕ. Ачасем вĕсене хăйсем вăрăран акса шăтарнă. Халĕ воспитательпе пĕрле кунсерен сăнав ĕçĕсем ирттереççĕ, улшăнусене ятарлă тетраде çырса пыраçĕ.

«Агропромышленность комплексĕнчи çивĕч ыйту — кадрсем çитсе пыманни. Çамрăксем хулана туртăнни вара вырăнта татăклă мерăсем йышăнма хистет. Мĕн ачаран çĕр ĕçне хăнăхтарни, ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарни лару-тăрăва ырă енне улăштарма пулăшас шанăç пур», — тенĕ муниципалитет ертÿçи Сергей Михайлов агролабораторие уçнă май.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *