Понедельник, 6 мая, 2024
Главная > Публикации > Паха ĕç опытне шута илĕç

Паха ĕç опытне шута илĕç

Раççейри ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев Чăваш Енре ĕçлĕ çул-çÿревпе пулнă. Дмитрий Николаевич республикăри кăтартуллă ĕçлесе пыракан хуçалăхсемпе паллашнă май Çĕнĕ Шелттемри «Мелилотус» коопертива та çитсе килнĕ.

Ял хуçалăх продукцине тирпейлекен кооператив пилĕк тĕслĕ пыл, иван-чей, ĕçмелли 30 тĕрлĕ напиток тата квас туса кăларать. Производство калăпăшне пысăклатса пынă май юлашки икĕ çулта кăна шелттемсем таса тупăш виçине 20 хутчен ÿстерме пултарнă. Хальхи вăхăтра унта çут çанталăкра ирĕккĕн ÿсекен усăллă ÿсен-тăранпа унăн çимĕçне тирпейлемелли цех тума тытăннă. Вăл сезонта 60 тонна паха çимĕç йышăнма пултарĕ.

Регион ертÿçи Олег Николаев республикăра çакăн евĕр кооперативсем йĕркелесе янă чухне «Мелилотусăн» паха ĕç опытне шута илессине палăртса хăварнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *