Четверг, 2 мая, 2024
Главная > Публикации > Кĕрхи калчана апатлантараççĕ, курăк анисене сÿреççĕ

Кĕрхи калчана апатлантараççĕ, курăк анисене сÿреççĕ

Канаш тăрăхĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçăннă. Вĕсем кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ тата нумай çул ÿсекен курăксен анисене сÿреççĕ.

Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлама округра чи малтан Никонов тата Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕсем тухнă. Çĕр типсе пынă май уй-хире техника кăларнă хуçалăхсен йышĕ тата та ÿснĕ.

«Калчана çуркунне удобрени хывса пулăшни ял хуçалăх ĕçченĕсене кĕркунне тулăх тухăç илме май парĕ, çумăр умĕн кĕрхисене апатлантарма ĕлкĕрнисем уйри ырă улшăнусене кĕске самантрах курса хаклама пултарĕç», — тет ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Виктор Васильев.

Аса илтеретпĕр: Канаш тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсем кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 20 пин ытла гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ. Çĕр улми уйĕсем 150 гектар йышăнĕç. Пахча-çимĕçе 20 гектар çинче туса илес тĕллевлĕ. Техника культурисем валли 6 пин гектара яхăн çĕр лаптăкĕ уйăрĕç. Выльăх апачĕ валли тĕрлĕ культурăна 7 пин гектара яхăн лаптăк çинче акса çитĕнтерĕç. Пысăк тухăç илес тĕллевпе акакан вăрлăхăн пахалăх шайĕ çине пысăк тимлĕх уйăрĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *