Понедельник, 6 мая, 2024
Главная > Публикации > Мăкăр хĕрĕсем — «Кĕмĕл сасă»конкурс дипломанчĕсем

Мăкăр хĕрĕсем — «Кĕмĕл сасă»конкурс дипломанчĕсем

Кăçал Раççей шайĕнче йĕркеленĕ XXV-мĕш “Кĕмĕл сасă» конкурс-фестиваль Шупашкарта К.В. Иванов ячĕллĕ Чă-ваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ. Ăмăртăва республикăри пултаруллă юрăçсемпе пĕрле унăн тулашĕнче пурăнакан чăвашсем те йышлăн хутшăнчĕç. Конкурсра пĕтĕмепе 60 ытла конкурсант хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

Кашни муниципаллă округ вырăнти «шăпчăкĕсен» илемлĕ сассипе куракансен чĕрисене тыткăнларĕ. Канаш тăрăхĕн чысне фестивальре кăçал Мăкăр хĕрĕсем тивĕçлĕн хÿтĕлерĕç. 14 çулти Таисияпа Мария Ивановасем «Кĕçĕр вăйлă çумăр çунă» юрра шăрантарса дипломант пулса тăчĕç.

Çамрăксене пысăк сцена çинче пĕрремĕш утăмсем тума çăмăл мар. Вĕсен умĕнче малашлăх çутă çăлтăрĕ ялкăшасса шанса тăратпăр. Хĕрсене пултарулăх конкурсĕсенче палăрма музыка ертÿçи Алина Моряшова тата клуб заведующийĕ Вероника Иванова хатĕр-леççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕпе мăнаçланаççĕ.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *