Понедельник, 6 мая, 2024
Главная > Публикации > Кăçал та вунă гектартан кая мар лартĕç

Кăçал та вунă гектартан кая мар лартĕç

Чаплă купăста туянас текенсем çак паха пахча-çимĕçе пасарта е лавккара шыраса çÿ-ремеççĕ, тÿрех Сиккасси салинче ĕçлесе пурăнакан Олег Шпаков фермер патне васкаççĕ.

Купăста уйĕсем унта çулсерен пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Купăстана кăçал та вунă гектартан кая мар лартассине палăртать Олег Васильевич.

Купăста вăррине пысăк тата çутă теплицăра акса хунă та ĕнтĕ. 150 пин тĕп калча пĕр тикĕссĕн шăтса тухнă. Вĕсене кунсерен шăварса тăраççĕ, кăштах çитĕнсен уя тухса лартĕç. Алпа мар, паллах, фермерăн купăста калчине лартмалли ятарлă агрегат пур. Кăçал купăста анисем çинче ултă тĕрлĕ сорт çитĕнĕ, пĕр тĕрлине – тăварлама, теприне вара хĕллехи управа хума меллĕ пулĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *