Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Лайăх кăтартупа таврăннă

Лайăх кăтартупа таврăннă

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Асхва ялĕ çывăхĕнчи «Урожай» стадионта Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» иртнĕ.

Çак спорт уявне Çеçпĕл вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те хастар хутшăннă, унтан лайăх кăтартусемпе таврăннă. Чи кĕçĕннисен ушкăнĕнче ăмăртса виççĕмĕш класра вĕренекен Катьăпа Ксения Маняхинăсем 1-мĕш тата 2-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Ветерансен хушшинче ăмăртса çак шкулта физкультура предметне ертсе пыракан учитель Александр Петров иккĕмĕш чупса тухнă. Сăмах май, Александр Яковлевич çакнашкал спорт уявĕнче çулсерен çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрет.

Спортпа яланах туслă пулар, кашнине çирĕп сывлăх, телей тата ăнăçу сунатăп.

Александр ПЕТРОВ,

Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ учителĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *