Воскресенье, Январь 17, 2021
Главная > Публикации > Хаклăран хакли тем те пур, аннерен хакли ним те çук

Хаклăран хакли тем те пур, аннерен хакли ним те çук

Асамлă ачалăх урхамахпа, савăнăçлă çамрăклăх çунатпа, тумхахлă ватлăх туяпа», _ тетчĕ Иккĕмĕш Хурамал ялĕнче пурăннă кукамай Анна Григорьевна. Темиçе хутчен те илтнĕ-ха эпĕ ку сăмахсене, анчах сăмахсен пĕлтерĕшне чухлама, ăша илме пултарайман эпĕ, вĕсен хакне те пĕлеймен. Ăнланма, пурнăçăн тути-масине пĕлме кашни çыннăн тĕрлĕ чăрмав-пăтăрмаха çĕнтерме, çухатусем тÿсме лекет-мĕн. Мĕлтлетсе иртекен кунсем урлă эпир ĕмĕре тултарма васкатпăр. Вăхăт… Ытла та пит шелсĕр: никама та нимĕн те тавăрса памасть.

Аслă ăрури тăванăмсенчен мана савăнтараканни пĕртен-пĕр тăванăм пурăнать, аттен иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ, эпĕ ăна Уля аппа тетĕп. Хăйсене вĕрентнисем Ольга Александровна тесе хисеплеççĕ. Уля кин текенсем ялта юлмарĕç. Çулне кура мар ăс-тăнĕ çивĕч, утти вашават, ĕçĕ ÿсĕмлĕ. Ăна лÿчĕркенчĕк саппунпа е тутăрпа нихăçан та никам та курман. Çи-пуçĕ ялан яп-яка, пушмакĕ те тап-таса. Çыннăн лайăх енĕсем унра пурте пур: ĕçченлĕх, сăпайлăх, тирпейлĕх, ăсталăх, чун тасалăхĕпе илем.

Кермен пек хăтлă кил-çурта хăех типтерлет, пахча тулли çимĕçĕ: çынна мĕн кирлине пурне те лартса ÿстерет, курăкне те çулать. Уйрăмах чÿрече умĕнчи кĕл чечеке пуç таятăп аппан кил картине кĕрсен. Çакă шупка кĕрен тĕслĕскер темшĕн кил хуçи евĕр туйăнать мана.

Кăмăлăм тулса çитнĕ чухне аппам çинчен тĕплĕнрех пĕлтерме васкам. Шăхасан салипе кÿршĕллĕ пĕчĕкех мар Сител ялĕнче Андриан Антоновичпа Елизавета Григорьевна çемйинче тăхăр теçетке çурă çул каялла çут тĕнчене килнĕ вăл. Çемьере сакăр ача ÿснĕ, чи кĕçĕнни Уля — Оля. Вăл вăхăтри çирĕп çемьесенче ачасене пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарма тăрăшнă. Аслăрах ачасем кĕçĕннисене пăхнă, асăрханă, яваплă пулнă. Ку чăваш çыннин йăли-йĕрки пулнă тесен те йăнăш пулмĕ. Андриан Антонович ĕçченлĕхĕпе, çĕннине пĕлме тăрăшнипе уйрăлса тăнă, чăтăмлăхĕ те вăйлă пулнă, Нетте йăхĕнчен ăрăва аталантарса пынă.

Тĕрлĕ йывăç лартса çитĕнтерме кăмăлланă. Вĕсен хуçалăхĕнче Саранскран туянса килнĕ лашапа ăратлă ĕне çемьене тăрантарма пысăк пулăшу кÿнĕ. Хуларан каялла таврăннă чухне шултра пан улмисем илсе килнĕ. «Пĕр пан улмийĕ пĕр кĕрепенкĕ çурă (409 г) пулчĕ, —  аса илет аппа. Вăррисене лартса çитĕнтернĕ, ялти хăйне евĕрлĕ Мичурин пулнă тесен те тĕрĕсех.

Ашшĕ-амăшĕн ăшшипе, вĕсен хÿттинче ÿссе çитĕннĕ ачисем. Çемье лăпкă пулнăран Уля аппа тÿлек кăмăллă ÿснĕ. Хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкула пĕтерсен хĕрача малалла пĕлÿ пухма Шăхасана çул тытнă. Верховсем ачисене вĕрентме тăрăшнă, малашлăха вĕренÿре курнă.

Вăрçăчченхи тата вăрçă хыççăнхи шкул ачисем питĕ туслă пурăннă, пĕр-пĕрне пулăшса çитĕннĕ. Улян пиччĕшĕ Çемен хĕсметре пулнă, хаяр вăрçăн пĕрремĕш кунне курма, тÿсме лекнĕ ăна. Вунă класс анчах пĕтернĕ çамрăка — Ольгăн тепĕр пиччĕшне Ивана та фронта ăсатнă.

Халăх хушшинче «икĕ-виçĕ уйăхра çапса аркатаççĕ» текен вăрçă тăватă çула яхăн пычĕ. Хура чатăр карнă çĕршывра хурлăх кĕвви хуçа пулчĕ: ача-пăча сассипе тулнă пÿртсенче аннесемпе асаннесем чи çирĕпписем пулса авăнмарĕç те, хуçăлмарĕç те. Ĕç фронтĕнче пуç çĕклемесĕр ĕçлерĕç, ачасене ÿстерчĕç. Ăçта çăмăлрах пулнă-ши: фронтра е тылра?  Ку ыйтăва хуравлама çав тери йывăр.

Кĕçех Шăхасан районĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ вăтам шкул пĕтернĕ хĕрсене хăй патне чĕннĕ: фронта тухса кайнă вĕрентекенсем вырăнне ĕçлеме ыйтнă. Хирĕçлекен тупăнман. Тăван çĕршыв инкекре чухне кашнинех пĕр тĕллев пулнă: тăшмана хăвăртрах çапса аркатмалла. Çĕвĕçĕ пулма ĕмĕтленекен Ольга Андриановна Верхова та Çĕнĕ Чалкасси шкулне вĕрентекен пулса таврăннă. Акă епле аса илет çав вăхăтсене вăрçăпа ĕç ветеранĕ: «Класра ача нумайччĕ, шăп ларатчĕç. Çи-пуç çукран хăш-пĕр ачана шкула ямастчĕç, е йышлă ачаллă çемьесенче черетпе тăхăнса çÿретчĕç. Уйрăмах Малти Тукай ачисем начар çи-пуçпаччĕ, Хутор (Шăхасан выççăлкки) ачисен тăхăнмалли лайăхрахчĕ. Выçăллă-тутăллă пурăнса, çĕтĕк çи-пуçпа çитĕнсе çын пулчĕç «вăрçă ачисем». Çулла вара шкул валли вутă-шанкă хатĕрлеттĕмĕр. Ватлăха пула вăрçа лекеймен атте те вăрмана çÿретчĕ, пăчкă-пуртă таврашне хăйраса, шăлласа, çамрăксене вăрман ĕçĕн вăрттăнлăхне уçса паратчĕ. Аттепе анне чун канăçлăхне ĕçре тупнă пулинех. Вĕсем иккĕшĕ те ывăлĕсенчен хыпар пулманран тертленетчĕç, çĕрлесенче атте вăрттăн йĕнине темиçе те илтнĕ, анне вара кунне-çĕрне пĕлмесĕр ывăлĕсемшĕн, вăрçăри салтаксемшĕн кĕлĕ тăватчĕ».

Асаилÿ авăрĕнче самай пулнă хыççăн пит çăмартине йĕрлекен çутă куççульне кушăрханă аллипе шăлса илсе кăштах лăпланнă пек пулсан эпĕ те Çеменпе Иван шăпи çинчен пĕлме тăрăшса сăмах тупаймасăр тертлентĕм. Аппа вара ман шухăша туйса-ши хăйĕн сăмахне малалла тăсрĕ: «Çемен те, Иван та вăрçă хирĕнчен таврăнаймарĕç. Çĕнтерÿшĕн çапăçса пуçĕсене хучĕç. Иван Хутор ачипе Никифор Алексеевичпа (вăрçă хыççăн шкул директорĕ пулнăскерпе) пĕрле Сталинграда хÿтĕленĕ, 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Аслă пичче Çемен тыткăна лекнĕ, ăна крематорире çунтарнă. Тыткăнра пĕрле пулнă Пикших ачи каласа панăччĕ пире».

Савăнăçлăрах çемĕ çине куçас тĕллевпе вăрçă чарăннă куна епле кĕтсе илнине каласа пама ыйтрăм. Ку кĕвĕ те чуна лăплантараканни пулмарĕ.

«Шкултаччĕ. Хĕвеллĕ, ăшă кун. Фронтран аманса килнĕ икĕ салтак Павел тихоновичпа Роман Иванович хĕрсе кайсах тавлашатчĕç, сасартăк шăп-ланчĕç: германи çарĕ парăннине пĕлтĕмĕр. Унта-кунта чупкалаççĕ, сывлăш тинĕс хумĕ пек чÿхенет, чĕтренет: «Вăрçă чарăннă!» Математика учителĕ те, шкул директорĕ те пулнă хĕрарăм çĕр çине тĕшĕрĕлсе анчĕ те ĕсĕклесе йĕме тытăнчĕ. Павел тихонович ăна çĕклесе илчĕ те: «Руфик та ÿссе çын пулĕ. Ытлашши куляннипе мĕн улшăнĕ; Лăплан, Евдокия Ивановна. Пĕтĕм халăхпа тăшмана çĕнтертĕмĕр, апла пулсан ывăлу руфик та йĕркеллĕ çын пулатех», — тесе хушса хучĕ. Кĕçех демонстраци пулассине пĕлтерчĕç. Пĕтĕм шкулĕпе ял тăрăх утса тухрăмăр. Хушăран хушă: «Вăрçă чарăннă!» — тесе кăшкăратпăр. Утнă чух чунпа туйрăм: «Пиччесем… Манăн вара аттепе аннене ватлăхра пăхмалла, тивĕçлĕ усрамалла, упрамалла», — тесе тупа турăм. Эпĕ мĕнле хурланса йĕнине минтерпе çуллахи çĕр туссем пулса итлесе тăчĕç пулинех.

Пурнăç кустăрми кăлтăртатса малалла кусрĕ. Фронтовиксем килĕсене таврăнма тытăнчĕç. Куç хывакансем те пулнă, качча кайса çемье çавăрас шухăша вăрçă чарăннă кунах пуçран кăларса пенĕччĕ. Сителе таврăнмассерен аттен пĕр сăмахчĕ: «Эпир ватăлтăмăр, санăн пурăнмалла, эпир кайсан кампа юлăн. Кĕлеткÿ те пур, килĕштерекенни те, тен, тупăнĕ». Анне унпа ки- лĕшсе пуçне сулса: «Курасчĕ вăл çынна, вара эпир те пăшăрханмасăр уйрăлăпăр», — тени шухăшăма улăштарчĕ.

«Вăрçăран таврăннă Василий Алексеевичпа пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăртăмăр. Питĕ чаплă, ăста купăсçăччĕ. Ваççа мăшăрăмпа пилĕк ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтертĕмĕр. Çыравçăсем çырнă пек юрату вутĕнче пуçа çухатса хĕмленмен, авăра та сикмен. Пĕрне-пĕ-ри хисепленĕ, ку вара пурнăçра питĕ пысăк хак. Манăн ĕмĕте хĕрĕм пурнăçларĕ, ăста çĕвĕç пулса тăчĕ. Икĕ ывăлăма Афган вăрçинчен кĕтсе илтĕм. Этем шăпи асамат кĕперĕ çинчи тĕссенчен кăна тăмасть, хура тĕс те хушăнать. Мăшăрăм Василий те, икĕ ывăлăм та вăхăтсăр уйрăлчĕç манран. Пурпĕрех шăпана хурламастăп. Мăнуксемпе, кĕçĕн мăнуксемпе савăнатăп. Шкулта та, колхозра та _ пур çĕрте те таса чунпа, ырă кăмăлпа, вăй-хала парса ĕçлерĕм.

Çирĕм çула яхăн халăх заседательне суйларĕç. Хирĕçме, вĕчĕрхенме юратмастăп, кирлĕ чухне сăмахăма тÿррĕн калатăп. Малашне те Турă пилĕпе пурăнасчĕ. Çамрăксен ĕмĕрĕ вăрăм, вăрçăсăр пултăр», _ тесе вĕçлерĕ калаçăва Ольга Алексеева.

Манăн çапла хушса çырас килет: хаклă çыннăм, тăванăм, Ольга Андриановна, Çĕнĕ Чалкасси тăрăхĕнчи, Канаш çĕрĕ çинчи ырă чунлă, çепĕç аннесем, сире Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатăп. Ĕмĕрĕр вăрăм, кĕрхи кун пек тулăх та тÿлек пурнăç пултăр пурин те.

Людмила ОРЛОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code