Пятница, 15 ноября, 2024
Главная > Публикации > Ылтăн мар-ши эс, анне?

Ылтăн мар-ши эс, анне?

Çĕршывăмăр кун-çулĕнче паллă кун, уяв сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Аннесен кунĕ. Çĕр çинче аннерен хакли кам пур-ши?  Епле ăшă та çепĕç сăмах вăл «анне». Маншăн анне — пурнăç ертÿçи, чун ăшши пулнă. Çавăнпа та ун ăшши халĕ те чунра.

Нумаях пулмасть Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕнчи телейлĕ амăшĕсенчен пĕринпе — Клавдия Черновăпа курса калаçрăм. «Эпир — аннесен ачисем, вĕсен пурнăçне малалла тăсакансем, — пуçларĕ хăйĕн сăмахне Клавдия Якимовна. — Аннен ытарайми сăнарĕ халĕ те куç умĕнче. Манăн аттепе анне, Яким Ивановичпа Вера Тимофеевна, пире пилĕк ачана ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Атте — вăрçă паттăрĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, тухсан та колхозра кладовщикра ĕçлесе ĕмĕрне ирттерчĕ. Çăмăл пулман аннен кун-çулĕ, вăрçăн йывăр çулĕ- сене чăтса ирттернĕ. Çамрăклах ĕçе кÿлĕнсе çĕр ĕçĕпе пурăннă. Аннен шăпи — пин-пин чăваш хĕрарăмĕн шăпи».

Кашни çыннăн пурнăçĕ хăйне евĕрлĕ кĕнеке. Çапла вара Клавдия Якимовнăн пурнăç кĕнекин страницисене уçатпăр. Вăл 1945 çулта Иккĕмĕш Хурамал ялĕнче кун çути курнă. Вăрçă хыççăнхи ачалăх та, çамрăклăх та ĕçре иртнĕ. «Вăл вăхăтра пурин валли те ĕç пулнă, сывă ăру çитĕннĕ. Ачалăх кунĕсем вун-вун çул иртсен те манăçмаççĕ», — тет Клавдия Чернова.

Çĕнĕ Чалкассинчи вăтам шкулта вĕренсе пĕлÿ илнĕ хыççăн 1963 çулта ялти клуб заведующийĕнче ĕçлеме тытăнать вăл. Хуть те мĕн каласан та чун туртăмĕ, хавалĕ пулмасан клубра ĕçлейместĕн. Шкулта вĕреннĕ чухнех клубра иртекен концертсене, спектакльсене хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Çапла хĕрĕх пĕр çул ялти культура вучахне сÿнме паман. Çулталăкра мĕн чухлĕ уяв, çак уявсенче тĕр- лĕрен мероприяти ирттерсе паллă тунă.

«Халĕ те асра, — тет вăл, — «Муççа Хветĕрĕ хĕр парать» спектакльпе тĕрлĕ ялта пулни. Ĕç хыççăн икĕ лаша кÿлсе ялтан яла çитсе çынсене хамăр пултарулăхпа савăнтарнисем. Лауреат ятне те çĕнсе илнĕ». Ĕçри çитĕнÿсемшĕн панă диплом, грамота темĕн чухлех Клавдия Якимовнăн. Ĕç ветеранĕ вăл.

Пурнăçа пĕччен пурăнмалла мар. Юнашар юратнă çын пулмасан пурнăç тути — армути. Клавдия Якимовна хăйсен ялĕнчи Анатолий Черновпа 1967 çулта ялта пуçласа комсомолла туй туса пĕрлешнĕ. Анатолий Иванович мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Родина» колхозра бухгалтерта ĕçленĕ.

Килĕшÿллĕ те туслă мăшăр савăнăçа та, хуйха-суйха та 53 çул пĕрле пайлать. Вĕсем пĕрне-пĕри упраса пурнăç çулĕпе тивĕçлĕ утаççĕ. Пурнăçра мĕн тумаллине пурне те тунă. Мăшăр виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Тăватă ачине аслă пĕлÿ илме пулăшнă.

Аслă хĕрĕ Наташа техникум пĕтернĕ. Хăйĕн çемйипе ялта пурăнать. Вова прокурор пулăшуçинче ĕçлет. Таньăпа Алена университет вĕренсе пĕтернĕ, учительсем. Валера ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, нумай çул район администрацийĕнче тăрăшрĕ. Пурте вĕсем — юратнă аннесем, аттесем.

Клавдия Якимовнăпа Анатолий Иванович вун виçĕ мăнукĕпе, мăнукĕсен виçĕ ачипе савăнаççĕ. «Ылтăн мар-и эс, анне?» — теççĕ ачисем юратнă амăшне. Вĕсем ăна çутă кун-çул пилленĕшĕн, кил ăшшине тытса пынăшăн, хуйха-суйха пĕрле пайланăшăн хисеплеççĕ, чĕререн тав тăваççĕ.

Ольга ТЕРЕНТЬЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *