Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çамрăк армеецсен йышĕ хушăнчĕ

Çамрăк армеецсен йышĕ хушăнчĕ

Юнкун, Тăван çĕршыв Паттăрĕсен кунĕнче, Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсене Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен «Юнармия» çарпа патриот общество юхăмĕн йышне илчĕç.

Аса илтеретпĕр, «Юнармине» пирĕн çĕршывра 2016 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче йĕркелесе янă. Пĕр çул маларах, юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин, Раççей Федераци- йĕн Оборона министрĕ Сергей Шойгу пуçарнипе «Раççейри шкул ачисен юхăмне» туса хурасси çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ.
Çапла вара «Юнармия» шкул ачисен юхăмĕн пĕр енĕ пулса тăнă. Асăннă юхăмăн тĕллевĕ _ вăйлă, çивĕч ăслă, çирĕп сывлăхлă, Тăван çĕршыва юратакан тата йывăр вăхăтра яланах пулăшма хатĕр çамрăксене çитĕнтересси.
Тăван çĕршыв Паттăрĕсен кунĕнче пирĕн шкулта тĕрлĕ класра вĕренекен Алексей Гаврилов, Дарья Глухова, Ярослав Дмитриев, Мария Семенова, Мария Степанова, Кирилл Федотов, Егор Крючков, Марсель Жуков, Ирина Васильева, Денис Димитриев, Ульяна Дмитриева, Виктория Леонтьева, Мария Михайлова, Татьяна Сергеева тата Наталия Соловьева çĕршыва юрăхлă яш-хĕр пулма тата çамрăк армеецсен туслăхне тивĕçлĕ шайра тытса пыма тупа турĕç.
Хăйне евĕрлĕ присяга тытнă хыççăн Вăтапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Федоров, «Боевое братство» пĕрлешĕвĕн Канашри уйрăмĕн председателĕ Сергей Прокопьев тата Çурçĕр Кавказри хирĕç тăрăва хутшăннă ветерансен Союзĕн председателĕ Дмитрий Шагеев çамрăк армеецсен кăкăрĕ çине ятарлă паллăсем çакрĕç.
Мероприяти шкул ачисем патриот тематикипе хатĕрленĕ концерт лартнипе вĕçленчĕ.

Людмила ГРИГОРЬЕВА,
вĕрентекен

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *