Шăматкун, январĕн 16-мĕшĕнче, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ Александр Степанов талăк дежурствăра тăнă хыççăн яланхиллех машинăпа килне çул тытать. Кунта ăна савнă мăшăрĕ Оля кĕтет. Смена хыççăн кăштах канса илнĕ хыççăн хуçалăхри ĕçсене те тума пулать. Çĕнĕ Шелттем патнелле, Саша шăпах çак ялтан, çывхарса пынă май ял варринче тĕтĕм мăкăрланнине асăрхать. «Мĕн япали ку? Нивушлĕ пушар?» — мĕлтлетет пуçра шухăш. Александр Анатольевич тÿрех çав вырăна вĕçтерет. Унта — йывăç пÿрт çунать!
Юр хÿсе лартнăран пÿрт патне пыма май çуккипе Саша машинине райпо лавкки патне хăварса пĕр тăхтаса тăмасăр çунакан çурт картишне чупса кĕрет. Ăна хирĕç 45 çулсенчен аслăрах арçын тайкаланса тухать, хăйĕн çÿçĕ ĕнсе кайнă. «Шалта тата кам пур;» — ыйтать Александр. Ку килте час-часах арçынсем пуçтарăннине вăл лайăх пĕлет. «Тепĕр çын», — хуравлать лешĕ аран-аран.
Пÿрте алăкран кĕме çук — йĕри-тавра çунать. Александр чÿрече кантăкне çĕмĕрсе рамине кăларать те пÿрте кĕрет, унта йĕри-таврах çулăм ярса илнĕ, пÿрт тăррине витнĕ шифер снаряд евĕр сирпĕнет, мачча кĕç-вĕç ишĕлсе анасла. Ăна хирĕç арçын мĕлки тайкаланса пырать. Полицейски ăна чÿречерен сĕтĕрсе кăларать. Хапхаран урама илсе тухса ĕлкĕрет кăна — çуртра баллон сирпĕнсе каять. Çурт кăшкарĕнчен нимĕн те юлмасть. Пĕр-ик минут каярах юлнă тăк — шутлама та хăрушă.. Тепĕр самантран вырăнти пушар машини, Канашран çăлавçăсен бригади çитнĕ.
Кăшт вăхăт иртсен кăна Саша курткин çурăмĕ, çăмăл машинăн уççийĕ çунса кайнине курать. Хăй мĕн тери пысăк хăрушлăхра пулнине тин ăнланса илет çамрăк арçын. Мăшăрĕ Оля ăна куççульпе кĕтсе илет.
Хăй çинчен каласа пама юратмасть Александр Степанов. Çав тери сăпайлă. Çынсене пушартан çăлнине те вăл ахаль ĕç вырăнне кăна хурать. «Йывăрлăха лекнĕ çынна пулăшмалла. Пушарта е урăх йывăр лару-тăрура хăрушлăх çинчен шутласа тăмастăн», — тет Александр Анатольевич. Эпир пĕлнĕ тăрăх, вăл — ăста спортсмен. Мĕн ачаран волейболла выляма, йĕлтĕрпе чупма юратать. Çавăнпах районта ял тăрăхĕсен хушшинче ирттерекен волейбол турнирĕнче те, йĕлтĕр спорчĕн ăмăртăвĕсенче те Саша Степанова шелттемсен пĕрлештернĕ командин йышĕнче яланах курма пулать. Унсăр пуçне вăл районти полици органĕсен командин йышĕнче республикăн Шалти ĕçсен министерстви йĕркелекен ăмăртусене те кашни çулах хутшăнать.
Çартан таврăнсан Александр пĕр вăхăт Мускавра водительте ĕçлет, 2014 çулта вара районти шалти ĕçсен органне патрульпе пост службине вырнаçать, халĕ вăл — районти полицин следствипе оперативлă службăн водителĕ. Мĕншĕн çак ĕçе суйласа илтĕр тесен: «Манăн яланах çынсене пулăшас килет», — тет.
Полици ĕçченĕн паттăрлăхне тивĕçлипе хаклаççех. Ăна Раççей ШĔМĕн «За смелость во имя спасения» медальне илме тăратнă. Эпир вара, Саша Степановăн ентешĕсем, ăна хăюлăхĕшĕн тав тăватпăр, унпа мăнаçланатпăр.