Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Телейне Вăтапуç салинчех тупнă

Телейне Вăтапуç салинчех тупнă

Çемье — çĕршыв пуянлăхĕ тата унăн çирĕплĕхĕ. Çакна Васильевсен йышлă та туслă çемйи тепĕр хут çирĕплетет. Вĕсенчен çамрăк мăшăрсен тĕслĕх илмеллех.

     Вăтам пÿ-силлĕ, илемлĕ, маттур хĕр Вăтапуçĕнчех çуралса ÿснĕ. Вăл епле çитĕннине тантăшĕ Григорий сăнасах тăнă. Ăна вăл çав тери юратнă, колхоз ĕçĕнче-и е вăйă картинче — яланах юнашар пулма тăрăшнă. Çуллахи каçсене çамрăксем пĕрле кĕскетнĕ, вылянă, кулнă, савăннă.
     1954 çулхи Петрав кунĕ. Григорий 23 çулти Маруçа вăрласа кĕнĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра çынсем пулас мăшăрпа çакнашкал çывăхланнă.
     — Çав куна паянхи пекех астăватăп. Унтанпа 67 çул та иртрĕ ĕнтĕ. Вăхăт мĕнле шунине сиссе юлма та çук, — калаçу çăмхине сÿтетпĕр Мария Афанасьевна Васильевăпа.- Çăкăр хакне мĕн пĕчĕкрен хаклама пĕлнĕ эпир. Кĕçĕн çулсенче атте-аннене пулăшнă, кăштах çитĕнсен çурлапа тырă вырнă, утă çулнă. Тыр-пул пухса кĕртнĕ уйăхсенче ĕç каçхине те вĕресе тăнă. Çынсем йĕтем çинче тăпачăпа тырă шĕкĕлченĕ, хĕвеллĕ кунсенче тырра сарса типĕтнĕ. Çумăр килнине асăрхасан ăна улăм витнĕ.
     Мария Афанасьевна тăван хуçалăхра çурт-йĕр хăпартас ĕçре чылай çул тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва каяс умĕн сысна пăхнă. Çав çулсенче унăн шăллĕ Николай Афанасьевич зоотехникра тăрăшнă.
     Туслă çемьере вĕсем улттăн çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ Афанасий Фомичпа Мария Максимовна Татьянăна, Еленăна, Ивана, Екатеринăна, Марийăна тата Николая кун çути парнелесе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.
Татьянăпа Екатерина хăйсен телейне Пĕршенер ялĕнче тупнă. Еленăпа Иван Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Медицина сестри Елена мĕн вăрçă чарăниччен фронтра пулнă, кайран та хăйĕн пурнăçне медицинăпах çыхăнтарнă. Вăрçă çулĕсенче летчикпа паллашса çемье çавăрнă, тăван тăрăха сайра хутра çеç килсе çÿренĕ. Ĕмĕрне Украинăри Мариуполь хулинче пурăнса ирттернĕ, виçĕ çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Иван фронтран тăван киле çаврăнса килеймен, Смоленск хули çывăхĕнче пынă пĕр тан мар çапăçура вилмеллех аманнă.
     Григорий Васильевичпа Мария Афанасьевна Васильевсен çемйинче те ултă ача: Лида, Анатолий, Валерий, Валентина, Владимир, Ирина — çитĕннĕ. Хальхи вăхăтра Ирина çеç ĕçлет, вăл Канаш хулинчи больницăра сестра-хозяйка тивĕçĕсене пурнăçласа пырать, ытти ачисем пурте тивĕçлĕ канура.
     — Тата çакна каласа хăварас килет, — сăмаха малалла тăсать Мария Афанасьевна.- Манăн ачасем пурте ĕçре хастар, тăрăшуллă, хама пĕчĕк ачана пăхнă евĕрех пăхаççĕ. Вĕсен юратăвĕ манăн вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕ…
     Мария Афанасьевна 13 мăнукĕпе 17 кĕçĕн мăнукĕшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Мăшăрĕ Гриша пичче те çын çинче ятлă-сумлă пулнă.
     Çак кунсенче Мария Васильева 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин ячĕпе юбиляр патне саламлă çыру килчĕ, правительство шайĕнче çакнашкал тимлĕх уйăрни ватă çын кăмăлне çĕклерĕ. Эпир те Мария Афанасьевнăна çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр. Сумлă юбилей ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр.

Юрий НИКИТИН,
общество корреспонденчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *