«Канаш ен» хаçат Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче ирттерекен социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсне çулсеренех хутшăнать. Пичет кăларăмĕ çак конкурсăн тĕрлĕ номинацийĕнче çĕнтерсе ятарлă страница урлă сире çулталăк çаврăмĕпĕх интереслĕ те кăсăклă материалсемпе паллаштарса тăрать. Кăçал «Канаш ен» хаçат асăннă конкурсра «Канаш районĕнче агротуризм аталанăвĕ» темăпа çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Проект авторĕ эпĕ — Артемий МЯСНИКОВ. Çак çĕнĕлĕхе пирĕн районта епле майпа аталантарса пыма май пуррине тĕрлĕ специалистпа сÿтсе явăпăр, сирĕн шухăш-кăмăлăра та пĕлес килет. Вĕсене редакцин gazetaĕkanash@mailĕru электрон почти е социаллă сетьри ытти страницăсем çине çырса яма пултаратăр. Ссылкăсем хаçатăн «шлепки» айĕнче. Кашни кăларăм тухса пымассеренех чăтăмсăррăн кĕтĕпĕр.
Канаш районĕ тесессĕнех сирĕн куç умне хăйĕн илемĕпе тыткăнлакан тата чун-чĕрере мăнаçлăх туйăмĕ çуратакан мĕнле вырăн тухса тăрать-ха; Паллах, Мăкăр ялĕнчи чукун çул кĕперĕ. Çак аркăллă виадука Канаш районĕн тата Чăваш Республикин истори палăкĕсен списокне кĕртнĕ. Çавна май ăна килсе курма, унăн илемĕпе киленме ĕлкĕрнĕ çынсем Чăваш Енре кăна мар, унăн тулашĕнче те йышлă. Çак хăйне евĕрлĕ туризм объекчĕ çинчен Мăкăр ялĕнче пурăнакан Леонид Михайловпа калаçатпăр. Вăл вырăнти экскурсовод-гид тивĕçне пурнăçласа пырать.
— Леонид Николавевич, сирĕн ялти чукун çул кĕперне хăçан хăпартнă;
— Ку кĕпер çинчен темиçе верси çÿрет. Пĕрисем каланă тăрăх, Мăкăр ялĕнчи кĕпере 1914-1918 çулсенче нимĕç инженерĕ тата проектировщикĕ Гехард Шумахер ертсе пынипе тунă. Çав çулах Мускавпа Хусана çыхăнтаракан чукун çулăн Арзамас — Канаш участокĕ хута кайнă. Тепĕр истори вырăс инженерĕ Григорий Передерий ячĕпе çыхăннă. Ку шухăша ĕненес пулсан унăн проекчĕпе кĕпере 1913-1917 çулсенче Арзамас _ Шăхран чукун çул участокĕпе пĕр вăхăтра тунă. Строительство вĕçленнĕ тĕле Мăкăр кĕперĕ тимĕр-бетон сооруженийĕсен калăпăшĕпе Европăра иккĕмĕш вырăн йышăннă.
— Унăн калăпăшĕ çинче кĕскен чарăнса тăмăр-ши?
— Виадук тăршшĕ 370 метра яхăн, çÿллĕшĕ 34 метр, сарлакăшĕ 4 метр. Çакнашкал объект сывлăшран та питĕ лайăх курăнать паллах. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче кĕпер калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ тата тăшман аваиацийĕшĕн атакăламалли тĕллевлĕ объект шутланнă. Телее, вăрçă çулĕсенче ун çине пĕр бомба-снаряд та ÿкмен. Халăхра çÿрекен халап тăрăх, бомба пăрахма килнĕ тăшман самолечĕсем кĕпере тупаймасăр боеприпассене Атăл леш енче «тăкса» хăварнă имĕш, унсăрăн тиевлĕ вĕçев машини каялла аэродрома таврăнаймасть. Урăхла каласан, заправки çитмест.
— Кĕперпе тахçанах усă курмаççĕ вĕт-ха?
— Çапла. Хальхи вăхăтра чукун çул ветки ял айккипе иртет. Виадук çийĕн пуйăс хашлатса иртни илтĕнмест тата курăнмасть пулин те вăл çынсене хă-йĕн патне магнит евĕрех туртать. Кĕпер çывăхĕ çулла та, хĕлле те кĕрлесе кăна тăрать. Туристсем тĕрлĕ регионтан та курма килеççĕ. Ятарласа автобус тытса тухакансем, çав вăхăтрах хăйсен автотранспорчĕпе çаврăнса çитекенсем те пур. Кану кунĕсенче çамрăксем мăшăрланнăран пĕр харăс тăватă-пилĕк туй килсе тăни те пулать. Автомашинăсен йышĕ 100-150-а çитет. Хăнасем тĕлĕнтермĕш кĕпер умĕнче сăн ÿкерĕнеççĕ, пĕр-пĕрне саламлаççĕ. Виадук çывăхĕнчи сăваплă çăл-куçран сиплĕ шыв тултарса каяççĕ. Çак вырăн туристсене илемĕпе тыткăнлатăр тесе, ял çыннисем кĕпер таврашне куллен тирпейлеççĕ. Курма килекенсене те тасалăха пăхăнма ыйтаççĕ.
— Туристсене еплерех кĕтсе илетĕр?
— Çулсерен, авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери туризм кунне анлăн паллă тăваççĕ. Пĕлтĕр асăннă кун пирĕн пата республикăран пысăк делегаци килсе çитнĕччĕ. Шалти туризма аталантарасси хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлине, кунпа пĕрлех вăл региона аталантармалли тухăçлă енсенчен пĕри пулнине правительствора та лайăх ăнланаççĕ. Çĕршыв, республика тăрăх çул çÿ-рени хамăр тăрăха лайăхрах пĕлме, тăван вырăна çĕнĕ, интереслĕ енчен тишкерме май парать. Пирĕн патра шăпах «Чувашия: время удивлять!» проекта хутшăнакансем пуçтарăнчĕç. Çак проекта Туризм кунĕ тĕлне Чăваш Ен Туризмпа культура информаци центрĕ «Городские легенды» çул çÿ-рев агентствипе пĕрле республикăн Экономика аталанăвĕпе Культура министерствисем пулăшнипе хатĕрленĕ.
Хăнасене ялти культура çурчĕ умĕнче «Туслăх» фольклор ушкăнĕ хаваслă юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Эпĕ пресс-тура хутшăнакансене Мăкăр ялĕн, ун урлă иртекен чукун çул кĕперĕн историйĕпе тата ял пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштартăм. Николай Сергеев предприниматель пикник йĕркелерĕ, ял çыннисем хăнасене тутлă кукăльпе сăйларĕç. Унтан пурте пĕрле Мăкăрти кÿлĕ хĕррине кайрăмăр, хăнасем унăн илемĕпе киленчĕç.
— Çитес вăхăтра туристсене тата мĕнпе тĕлĕнтерме пăхатăр?
— Ялти кивĕ шкулта чăваш халăх музейне уçма палăртатпăр. Çавăн пекех вăтам хресченĕн кил-хуçалăхĕпе картишне йĕркелес ĕмĕт-тĕллев пур. Унта пирĕн асатте-асанне усă курнă ĕç хатĕрĕсем пулĕç. Юлташсемпе пĕлĕшсем пир тĕртекен хатĕр тата икĕ хутлă кĕлет пама шантарчĕç. Юр кайнă-кайман палăртнă ĕçсене пуçăнăпăр. Курма килекенсем çавăн пекех вăрçă паттăрĕсене асăнса ларт-нă Астăвăм стени умĕнче те чарăнса тăраççĕ, хурланса куççуль кăларакансем те пур. Çавăн пекех туристсене апатлантарма кафе уçасшăн, ывăннă çинчен ларса канма илемлĕ парк чĕртсе тăратасшăн. Хăтлăлăхĕпе вĕсем хуларинчен кая пулмĕç.
— Пирĕн проект агротуризм енĕпе çыхăннă, унăн малашлăхне район шайĕнче епле курса хак пама пултаратăр?
— Ку питĕ тĕрĕс ен. Канаш районĕ туристсене Мăкăр кĕперĕпе кăна ан илĕрттĕр. Хулара пурăнакансен ял пурнăçĕпе кăсăкланмаллах. Çак çыхăну çулсем иртнĕ май татăлнă. Хальхи çамрăксенчен чылайăшĕ çăкăр сĕтел çине мĕнле килнине, пахча çимĕç епле ÿснине те пĕлмест. Выльăх-чĕрлĕхе куçпа курнисем те сахал. Агротуризма аталантарса ярсассăн çак çĕнĕлĕхе çамрăксем кăна мар, аслисем те хапăл тусах йышăнĕç. Экологи енчен таса çимĕç ялтах туянма май килни, вырăнтах тутлă та те- хĕмлĕ апат тутанса пăхни, хурт-хăмăр ăстисенчен, тимĕрçĕрен, арманçăран, ĕне сăваканран… мастер-класс илме пултарнине мĕн çиттĕр. Ку аваллăха каялла таврăнни мар, историе упраса малашлăха çирĕп ярса пуснипе тан пулĕ. Çавăнпа та сирĕн шухăшăра ырласа йышăнатăп. Ăнăçу сунатăп сире.