Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çирĕпписемпе вăйлисем тупăшрĕç

Çирĕпписемпе вăйлисем тупăшрĕç

Апрелĕн 2-4-мĕшĕсенче Шăхасанти «Импульс» физкультурăпа спорт комплексĕнче мас-рестлинг енĕпе регионсем хушшинчи пысăк ăмăрту _ Атăлçи федераци округĕн чемпионачĕ иртрĕ. Мероприятие уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов хутшăнчĕç. Ăмăртусене Борис Глинкин судьяпа унăн çумĕ Иван Смоленцев хакларĕç.

     Мас-рестлинг — якутсен наци спорчĕ. «Мас» якут чĕлхинчен куçарсан «йывăç», «рестлинг» акăлчанларан — «кĕрешÿ» тени пулать. Вăй-йăн правили питĕ ансат: çĕнтерес тесен спортсменăн хăйĕнпе тупăшаканăн аллинчен йывăç патака туртса илмелле. Чи кирли — вăй-хал, хăвăртлăх, çаврăнăçулăх, çивĕч шухăшлав.
     15-17 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасем, 18-21 çулсенчи яшсемпе хĕрсем тата çитĕннисем хушшинче медальсен 34 комплектне выляттартăмăр.
     Чăваш Ен спортсменĕсем пур ÿсĕм тата пур виçе категорийĕнче те тенĕ пекех малти вырăнсене çĕнсе илчĕç. Спортăн çак пирĕншĕн çĕнĕ тĕсĕнче Канаш ен атлечĕсем те ăнăçлă ăмăртнине палăртма çав тери кăмăллă. Анна Григорьева (50 кг) Атăлçи федераци округĕнче мала тухассишĕн пынă кĕрешÿре çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Владимир Никифоров (80 кг) иккĕмĕш вырăн йышăнса Раççей чемпионатне хутшăнма путевка çĕнсе илчĕ. Надежда Кириллова, Дмитрий Григорьев, Вероника Александрова, Александр Филиппов, Роман Анисимов, Алиса Степанова бронза медаль хуçисем пулса тăчĕç.
     Саратовран килнĕ Василена Митенкова хăйĕн хавхаланăвне пытармарĕ: «Мас-рестлинг спортăн хăйне евĕрлĕ тĕсĕ. Вăл вăйлисен, çирĕпписен, хăюллисен вăййи. Манăн воспитанник Марьяна Авдеенко ку енĕпе ăсталăха алла илме пуçланă кăна-ха. Хам Ял хуçалăх министерстви ирттернĕ ăмăртусене хутшăннă. Мас-рестлинг вăй илсе пыни тыткăнлать мана. Кĕске вăхăтра çĕршыври 50 регион хăйĕн представительствине туса хучĕ. Раççейри федераци лайăх ĕçлет, регионсенче спортсменсене пулăшаççĕ», — терĕ вăл.
 

   Чемпионата килнĕ атлетсенчен пĕри — Кармами выççăлккинче çуралса ÿснĕ, Чакаç вăтам шкулĕнче вĕреннĕ Дима Архипов. «Эпĕ Мускав çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренетĕп. Мас-рест-лингпа Шупашкара вĕренме килсен интересленсе кайрăм. Тренировкăсене Чăваш патшалăх университетне Алексей Леонидович Атласкин тренер патне çÿретĕп. Питĕ килĕшет. Кĕлеткене пур енлĕн çирĕплетет. Чăваш Ен турнирне хутшăнтăм. Республика чемпионатĕнче 1-мĕш вырăн çĕнсе илтĕм. 105 килограмран ытла виçере тупăшатăп. Кунта вăйпа кăна çĕнтерейместĕн, техника кирлĕ», — тет Дима.
     Ăмăртусене Атăл тăрăхĕн-чи 10 регионтан 130 мас-рестлер хутшăнчĕ. Çакăн пек пысăк, анлă географиллĕ мероприяти йĕркелесе ирттерме пур енлĕн пулăшнăшăн Канаш районĕн администрацийĕ Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствине, Пĕтĕм Раççейри тата Чăваш Енри мас-рестлинг федерацийĕсене тав тăвать.
     Паянхи кунччен районта мас-рестлинг нимле те аталанман теме пулать. Анчах та Чăваш Енрен спортăн çак тĕсĕнче пуçласа çул хывнă çынсем Канаш районĕнчен пулнă. Асхва ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Сергеев 2014 çулта Нововоронежра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисенче мас-рестлинг тупăшăвне пуçласа хутшăнчĕ. 2015 çулта Ешкилт хĕрĕ Олеся Игнатьева çак енĕпе Адлерта иртнĕ ăмăртура вăй виçрĕ. Çак çулах Шăхасан яшĕ Сергей Шуркин Раççейĕн официаллă чемпионатĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнса çĕршывăн пĕрлештернĕ командин йышне кĕчĕ. 2015 çулта «Чăваш Республикин мас-рестлинг федерацийĕ» общество организацийĕ йĕркеленчĕ. Ăна Алексей Владимиров ертсе пырать. Сăмах май, Алексей Валерьевич Канаш хулинчен.
     2015 çулта ăмăртусем валли Мускавран помост илсе килтĕм те Чăваш патшалăх университетĕнче пĕрремĕш ăмăрту ирттертĕмĕр.
     Республика шайĕнче кăна мар, Атăл тăрăхĕнчи анлă масштаблă турнира мĕншĕн Канаш районĕнче ирттертĕмĕр-ха; Ку енĕпе пуян опыт пур. Регионти Спорт министерстви, район ертÿлĕхĕ хирĕç пулмарĕç, çапла майпа вара ĕç-пуç çаврăнса кайрĕ. Хамăр тăрăхра пысăк турнир ирттерни мас-рестлингпа интересленекен, унпа туслашма кăмăл тăвакан çамрăксен йышне ÿстерессе питĕ шанатăп.

Дмитрий ВАСИЛЬЕВ,
райадминистрацин физкультурăпа спорт
секторĕн заведующийĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *