Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Курăк çунтарса шар курар мар

Курăк çунтарса шар курар мар

Кăçал çуркунне хĕвеллĕ те çиллĕ çанталăк тăнăран çĕр пичĕ туххăмрах типсе кайрĕ. Веçех лайăх темелле, анчах пĕр çитменлĕх пăшăрхантарать — пур çĕрте те: уйра, анкарти хыçĕнче, çын пурăнман килсен умĕсенче, çырма, юхан шыв хĕррисенче, хыт хура кашлать, типĕ курăк тÿшек пек хăпартланса выртать. Çав тери «хăюллисем» тытаççĕ те уйри, çырмари типĕ курăка чĕртсе яраççĕ. Çанталăк çиллĕ тăнăран вăл çиçĕм пек хăвăртлăхпа сарăлать. Калама çук пысăк хăрушлăх тухса тăрать. Çулăм ял çине сиксе ÿкесрен Турă кăна сыхлатăр!

     Ачча салинче 85 çулти кинемей хăйсен анкартинче типĕ курăк çунтарнă. Малтан палăртнă тăрăх, тăнне çухатса çунакан çĕре ÿкнĕ. Пурнăçĕ çапла синкерлĕ татăлнă ватă хĕрарăмăн.
     Иртнĕ канмалли кунсенче кăна-ха республикăра 51 пушар тухнă. Вĕсенчен 43-шĕ — типĕ курăк, çÿп-çап çунтарнипе. Çуркунне çитсен курăка, çÿп-çапа çунтарма юраманни çинчен тăтăшах асăрхаттараççĕ: хаçат вуламаннисем телевизорпа кураççĕ, телевизор пăхманнисем радиопа илтеççĕ. Паянхи пурнăçра вăл е ку хыпара пĕлмесĕр юлма май та çук. Апла пулин те кашни çулах çав йĕркесĕрлĕх.
     «Кăçал шыв-шур тапхăрне ирттерсе ярса ĕлкĕреймерĕмĕр — çут çанталăк пушарĕсем пуçланчĕç. Апрелĕн 14-мĕшĕнче — 14 пушар, вĕсенчен 6-шĕ — типĕ курăк, 2-шĕ çÿп-çап çунтарнăран тухнă. Çĕмĕрле районĕнчи Вырăс Улхаш салинче уйран килнĕ çулăм 4 çурта тĕп тунă, вĕсенчен 2-шĕнче çынсем пурăннă, 2-шĕ пушă ларнă. Пăрачкав районĕнчи Шадрихăра пушарта виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Çÿп-çап çунтарнă чухне çулăм хуралтăсем çине сиксе ÿкнĕ тĕслĕхсем Пăрачкав, Çĕрпÿ, Етĕрне, Йĕпреç, Куславкка тăрăхĕсенче пулнă. Кунашкал йĕркесĕрлĕх хуçаланнă чухне никам та лăпкăн тăма пултараймасть», — тет республикăн Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Олег Яковлев.
     Тĕслĕх илме аякка кайма кирлĕ мар. 2019 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче Энтрияль тăрăхĕнчи Виçпÿрт ялĕнче харăсах 5 пÿрт çунса кайнине нумайăшĕ астăвать-тĕр. Пĕр пуçтах нумай çул суха касси выртман уйра курăка чĕртсе янă та — кайнă вара! Кам курнă вăл пĕлет: типĕ курăк çинче çулăм çунса пымасть, вăл вĕçет — таврипе хыпса илет, уншăн шыв та ним те мар. Кунта та çавăн пекех пулнăччĕ вĕт. Уйри пушар яла кĕрсе кайнăччĕ. Пушарнăйсем çитсе ĕлкĕрни кăна унăн çулне чарса лартнă.
     Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунхи канашлура муниципалитетсен ертÿçисене йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнни, миçе протокол çырни, хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе мĕн ĕç туни çинчен кашни кун отчет пама, саккуна пăсакансене явап тыттарма хушнă.
     Апрелĕн 17-18-мĕшĕсенче çÿлерех асăннă çивĕч ыйтăва контроллес тĕллевпе районта 25 ушкăн ĕçленĕ. Райадминистрацин оперативлă ушкăнĕ тата Канашри пушар хурал службин сотрудникĕсем Уçырмара пурăнакансен тĕлĕшпе административлă 2 протокол çырнă. Вĕсем хăйсен кил хуçалăхĕнче курăк çунтарнă. Икĕ кунта 50 рейд ирттернĕ, 193 çынна çакнашкал ĕç тума юраманнине асăрхаттарнă, памятка валеçсе панă.
«Надзор ĕçне вăйлатнă пулин те пушарсем çав-çавах пулаççĕ, инкек пулнине курса тăрсах çунтараççĕ, — тет Канаш хулипе районти пушар службин начальникĕ Дмитрий Кузьмин. Акă, апрелĕн 18-мĕшĕнче кăнтăрла Ушанар ялĕ çывăхĕнчи уйра çулăм талккăшпех ялкăшнă. Пушар расчечĕсем пÿлнĕ ун çулне».
     Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 25 хутчен «хĕрлĕ автан» ташланă, 3 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов пушар хăрушсăрлăхĕ- пе тивĕçтермелли мерăсене вăйлатма хушрĕ.
     Типĕ курăка çунтарни — преступлени. Чи малтанах, вăл çын сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушă. Иккĕмĕшĕнчен, экосистемăна — ÿсен-тăранпа чĕр чун тĕнчине аркатать.
     Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăснăшăн яваплăх хуни çинчен тепĕр хут аса илтеретпĕр. Типĕ курăка, строительство çÿп-çапне е ытти ăпăр-тапăра çунтарнăшăн штраф параççĕ: Чăваш Республикин саккунĕн 10.9 статйипе граждансене 2 пин тенкĕрен пуçласа 3 пин тенкĕ таран; должноçри çынсене — 6 пин тенкĕрен пуçласа 15 пин тенкĕ таран; юридици сăпатĕнче тăман харпăр ĕçне йĕркеленĕ предпринимательсене — 20 пин тенкĕрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран; предприятисемпе организацисене, учрежденисене — 150 пин тенкĕрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран.
     Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тивĕçĕсенчен пĕри — ял тăрăхĕн территорийĕнче пушара хирĕç тĕрлĕ мероприяти ирттересси. Ял тăрăхĕнче вăй хуракансем, яваплă ытти должность йышăнакансем пушар таврашĕ ан тухтăр тесе тĕрлĕ мера йышăнни аван. Çапах та уйрăм çынсен те асăрханулăхпа тимлĕх пирки манас марччĕ.
     Пушар тухнине курсан ку мана пырса тивмест-ха тесе айккинчен пăрăнса ан иртĕр. Пĕр тăхтамасăр 01, 101 е 112 номерсемпе шăнкăравлăр. Инкек пулнă вырăн адресне калăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *