Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ĕçне кура — хисепĕ

Ĕçне кура — хисепĕ

     Любовь Егорован муниципалитет органĕсенчи ĕç стажĕ самаях пысăк, вăл Шăхасан ял тăрăхĕн администрацийĕнче 25 çула яхăн вăйне те, чунне те парса ĕçлерĕ. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче Любовь Осиповна вырăнти администраци специалисчĕсене кăна мар, район администрацийĕн пай ертÿçисене те нумай пулăшрĕ. Пĕр сăмахпа, çак ырă чунлă, ĕçчен, йывăр самантра кирек кама та пулăшма хатĕр хĕрарăм хăйĕн ĕçĕн чăн-чăн ăсти, çÿллĕ шайри профессионал. Любовь Осиповна патне хуть те мĕнле ыйтупа пырсан та вăл ăна татса памалли çул-йĕре тĕплĕн ăнлантарса парать.
     Суйлав кампанийĕсем вăхăтĕнче Л. Егорова Шăхасанти участокри суйлав комиссийĕн председателĕнче те нумай çул тăрăшрĕ. Кунта вара суйлав саккунĕсене, йĕркисене лайăх пĕлнипе, чăрмавсем сиксе тухсан вĕсене сирсе яма пĕлнипе, ял-йышпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнипе палăрса тăчĕ. Ытти ял тăрăхĕн администрацийĕнче, суйлав комиссийĕнче ĕçлекенсене сĕнÿ-канашпа пайтах пулăшнă Любовь Осиповна. Районта хисеплĕ çын вăл. Хисепе вара хăйĕн ырми-канми ĕçĕпе, ырă чунĕпе çĕнсе илнĕ.
     Çак кунсенче Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Игорь Михайлов Любовь Егоровăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Саламлатпăр ентешĕмĕре! Малашне те çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *