Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕç тени çулталăк çаврăмĕпе те вĕçленмест. Тинтерех кăна уй-хирте ака-суха кĕрлесе иртрĕ. Хреcчен шутлă кунпа усă курса çурхисене акса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшрĕ. Çав вăхăтрах кĕрхисене апатлантарчĕ, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлемешкĕн нумай çул ÿсекен курăксен «кивелнĕ» лаптăкĕсене «çĕнетрĕ», пĕр çул ÿсекен курăксен анисем те хăйсен пĕлтерĕшлĕ вырăнне йышăнчĕç.
Нумаях пулмасть Акатуй уявĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленине анлăн паллă тунă хыççăн çĕр ĕçченĕсем выльăх апачĕ хатĕрлеме тухрĕç. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем утçие кăшт маларах пуçăннине те асăнса хăвармалла. Хальхи вăхăт тĕлне вĕсем тырă йышши (костер, овсяница) тата пăрçа йышши (козлятник) выльăх апачĕлĕх культурăсене çулса типĕтсе кĕртнĕ. Çак ĕçре Никонов, Иванов, Семенов, Арсентьев тата ытти фермерсем хастар пулнине палăртрĕç районти ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем.
Выльăхсене тутă хĕл каçарма тата вĕсенчен пахалăхлă продукци илес тĕллевпе Киров ячĕллĕ, «Цивиль» тата «Путь Ленина» хуçалăхсем утă хатĕрленипе пĕрлех сенаж та хывса хăварĕç. Вăрăмпуçсем симĕс массăна уй-хиртен турттарма тытăннă та ĕнтĕ, техника Пĕршенер ялĕ çывăхĕнче ĕçлет. Асăннă хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 158 гектар йышăнать. Районта çак кăтарту 4662 гектарпа танлашать. Нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хутне çулса тирпейленĕ хыççăн ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕр çул ÿсекен курăксен уйĕсене тухĕç.