Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Манмастпăр, хисеплетпĕр, мухтанатпăр…

Манмастпăр, хисеплетпĕр, мухтанатпăр…

     Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 80 çул çитнине асăнса йĕркеленĕ Астăвăмпа хурлăх кунĕ Шăхасанти Çĕнтерÿ паркĕнче иртнĕ. Канаш енре пурăнакансем 1941-1945 çулсенче фронтра пуç хунисене асра тытса çурта çутнă, палăк умне чечексем хунă, паттăрсене пĕр минут шăп тăрса асăннă.
     Хурлăхлă мероприятие район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Сергей Шернепе Владимир Степанов, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов, «Экра» компанисен ушкăнĕ» ООО директорĕн çумĕ Артем Владимиров, Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Юрий Барышов, Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Руссков, общество организацийĕсен ертÿçисем, шкул ачисемпе студентсем хутшăннă.
     Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче çĕнтерĕве çывхартассине Канаш районĕн ывăл-хĕрĕ те пысăк тÿпе хывнине палăртнă. Фронта кайнă ентешсен çурри ытла пайĕ вăрçă хирĕнче пуç хунине каланă.
     Çак кун 3-мĕш степень Мухтав орденĕ хăйĕн хуçине тупнă — вăл Сиккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, вăрçăра çапăçнă Иван Алексеевич Алексеев. Вăрçăччен вăл çемйипе Шупашкарта пурăннă. Патшалăх банкĕнче бухгалтерта ĕçленĕ. 30-мĕш çулсен варринче тăван яла таврăннă. 1942 çулта вăрçа кайнă. 399-мĕш пулеметпа артиллери батальонĕнче çапăçнă. Отделени командирĕ пулнă. 1945 çулта киле таврăннă. Мăшăрланса ултă ачана çутă кун панă. Маяк ялĕнче пурăннă. 1986 çулта пурнăçран уйрăлнă.
     «Халĕ ку орден пирĕн çемьешĕн реликви вырăнĕнче», — тенĕ наградăна илнĕ май ветеранăн ывăлĕпе хĕрĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code