Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ăста çын пур енĕпе те ăста

Ăста çын пур енĕпе те ăста

Чăваш Енре сад-пахча ĕçне аталантарассипе тата сад юлташлăхĕсен ĕç-хĕлне йĕркелессипе çыхăннă саккуна пурнăçа кĕртес ыйту республикăра пурăнакансемшĕн çивĕч тăрать.

     Ку тема пирĕн районшăн та пĕлтерĕшлĕ. Хăйсен пуçарăвĕпе сад-пахча ĕрчетекенсене сад юлташлăхĕсене йĕркелесе аталантарасси, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсен, строительство материалĕсен сад-пахча инвентарĕсен, улма-çырла культурисен хакĕсем ÿссе кайни, патшалăх пулăшăвĕ пĕчĕк пулни пăшăрхантарать. Апла пулин те çак йывăрлăхсене пăхмасăр сад ĕçĕнче чунне парса, хавхаланса тăрăшакан çын сахал мар.
     Калиновка ялĕнче тĕлĕнмелле пултаруллă сад ăсти пурăнать. Вăл Канаш районĕнчи Инвалидсен обществăлла организацийĕн председателĕ Анатолий Семенович Семенов. Çак уçă чунлă та пурнăçа юратакан çынпа калаçу пуçарсан тÿрех ун тĕнчине кăсăкланса кĕрсе каятăн. Унăн хуçалăхĕнчи ÿсен-тăран тĕнчи, улма-çырла сачĕ, пахча çимĕç ани хăйсен тыткăнне илеççĕ. Семеновсен пахчинче эпир хальччен курма хăнăхнă улмуççипе груша е виноград кăна мар, çĕршывăн кăнтăр регионĕсенче ÿсекен çимĕç йывăçĕсем çитĕнеççĕ. Кашнине юратса пăхать сад хуçи. кунта хĕрлĕ çулçăллă фундук — кăнтăрти шĕшкĕ, китай лимонникĕ, «бульденеж» палан тĕмĕ, капăр чечекĕпе тыткăнлакан сакура. Лутра ÿсекен пылак чие, тем тĕрлĕ сортлă виноград, пĕр вулă çине 20 ытла тĕрлĕ сорт сыпнă улмуççи тĕлĕнтермеççĕ те пире. Кашнинчех мĕн те пулин çĕнни, хальччен кунта пулманнипе илĕртет Анатолий Семенович.
     Кăнтăрти регионсенче ÿсекен инжир «хĕллехи» садра хăйне питĕ лайăх туять, çимĕçне те тулăх парать. Ăста алăллă пахчаçă хăй аллипе çырнă картинăсен умĕнче лимон, мандарин, нектарин, абрикос, ытти çимĕç хунавĕсем ÿсеççĕ. Кил хуçи каланă тăрăх, малашне вăл кунта ют çĕрти тĕлĕнтермĕш ÿсен-тăрана та вырăн тупса парасшăн.
     Анатолий Семенов анкартире самай пысăк лаптăк çинче кедр, кăвак чăрăш, уртăш, туя, фундук, улмуççи, ытти çимĕçсен питомникне уçнă. Çапла, талантлă çын пур енĕпе талантлă тенĕ вĕт-ха. Кунсăр пуçне вăл тĕрлĕ ăратлă кайăк-кĕшĕк ĕрчетет, скульптурăсем ăсталать, вĕсем сада илем кÿреççĕ. Юпа çинче йăва çавăрнă аистсем ку килте килĕшÿпе юрату хуçаланнине, хуçисем хăнасене тарават пулнине кăтартаççĕ.
     Ял пуласлăхĕшĕн, унăн илемĕпе хăтлăхĕшĕн те ырми-канми тăрăшать çак пысăк чун-чĕреллĕ çын. Кÿлĕ чавтарса ун таврашне хăйĕн проекчĕпе хитрелетнĕ. «Хăш вăхтра туса ĕлкĕретĕр çакăн чухлĕ ĕçе?» — тесен Анатолий Семенович ăшшăн кулса илет те: «Мана пуçарусене пурнăçа кĕртме çывăх çынсем, юлташсем нумай пулăшаççĕ», — тет.
     Пирĕн хушăра çакăн пек мал ĕмĕтлĕ, пурнăçа илемлĕрех, ырăрах тума тăрăшакан, тăван тăрăх пуласлăхĕшĕн çунса тăракан çынсем пурри мĕн тери паха.

Людмила ВАСИЛЬЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *