Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче

Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче

Кăçалхи пĕрремĕш çур çуллăхра районĕпе пурĕ 203,4 т аш-какай туса илнĕ (94,1 проц.). Хуçалăхсенчен чылайăшĕ аш туса илессине ÿстернĕ. Акă, сăмахран, «Путь Ленина», «Урюм», Петров, Крылова, Семенов тата Яковлев хресчен-фермер хуçалăхĕсем иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан аш-какай ытларах илнĕ, çав вăхăтрах мăйракаллă шултра выльăх шутне те чакарман. Хуçалăхсем вăкăрсене пăруллах сутса яраççĕ, çитерсе самăртни рентабиллĕ мар имĕш. Пĕрремĕш кварталта пĕтĕмпе туса илнĕ аш-какай виçинче мăйракаллă шултра выльăх ашĕ — 85 процентпа, чăх-чĕп ашĕ — 12 процентпа танлашнă, ытти — урăх аш.

     Районта пĕтĕмпе 3456,6 т сĕт суса илнĕ (105,3 проц.). Хуçалăхсенчен нумайăшĕ ку енĕпе кăтартусене ла- йăхлатнă, Киров ячĕллĕ ЯХПК тата Арсентьев, Петрова, Макаров, Герасимов хресчен-фермер хуçалăхĕсене уйрăммăн палăртса хăварас килет.
     Январь-июнь уйăхĕсенче районĕпе кашни ĕнерен вăтамран 2623 кг сĕт суса илнĕ (116 проц.). Киров ячĕллĕ ЯХПКан Атнашри сĕт-çу ферминче — 3617 кг, Шăхасанти сĕт-çу ферминче — 2673 кг, Никонов ХФХра — 3102 кг. Сĕт рынокĕнче паян лару-тăру йĕркеллĕ. Сĕт хакĕсем самаях кăштах чакнă пулин те пур çĕрте те тенĕ пек пĕрешкел виçере тытăнса тăраççĕ. Çавăнпа та выльăх йышне чакармалла мар, ÿстерсе пымалла. Хуçалăх экономикине сĕтрен тупăш илсе кăна çирĕплетме пулать. Çак чăнлăха ăша хывса Иванов хресчен-фермер хуçалăхĕ сăвăм шайне ÿстерес тĕллевпе кăçал ăратлă 20 ĕне кÿрсе килчĕ.
      Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 100 га çĕр пуçне кăçал 17,8 ц (пĕлтĕр — 19,4ц) аш-какай туса илнĕ. Чи пысăк кăтарту Киров ячĕллĕ хуçалăхăн — 34,4 ц. 100 га çĕр пуçне 303,0 ц сĕт суса илнĕ (пĕлтĕрхи шайпа пăхсан 104,2 проц.). Кунта каллех Киров ячĕллĕ ЯХПК (851,7 ц) малта.
     Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе пурĕ 3844 мăйракаллă шултра выльăх шутланать, пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 3688 пуç пулнă. Пĕрремĕш çур çуллăхра чылай хуçалăхра çак кăтарту пĕлтĕрхи шайра юлнă.
     Ĕнесем 1365 пуç (пĕлтĕр — 1367 пуç). С. Николаев, Л. Крылова фермер хуçалăхĕсем сăвакан ĕне кĕтĕвне ÿстерсе пыраççĕ. Ура çинче çирĕп тăракан, ĕне нумай усракан хуçалăхсенчен тĕслĕх илмелле паян. Вара тин укçа-тенкĕллĕ пулма пулать.
     Районта В. Волынкин хресчен-фермер хуçалăхĕ сурăх ĕрчетессипе ĕçлет. Сурăхсен шучĕ хуçалăхра 468 пуçа çитнĕ. Сурăхран илекен продукци анлăн усă курăнать.
Фермăсенче мĕн пурĕ 899 пуç (2020 çулта — 819 пуç) пăру илнĕ. 100 ĕне пуçне — 56 пăру. «Урюм», «Исток», «Киров» ячĕллĕ хуçалăхсенче, Петров, Никонов, Макаров, Николаев фермерсен хуçалăхĕсенче 100 ĕне пуçне 50 ытла пуç пăру илнĕ.
     Кĕтĕве çĕнетессипе «Исток» ОООра тата Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕнче аван ĕçлеççĕ. Кунта ватă, чирлĕ ĕнесене сĕт нумай антаракан ăратлă выльăхсемпе çĕнетессине лайăх йĕркеленĕ.
     Районта мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 507 грампа (пĕлтĕр — 485 г) танлашнă. И. Яковлев (748 г), «Путь Ленина», «Киров» ячĕллĕ хуçалăхсем, В. Никонов, С. Николаев, В. Герасимов фермерсем выльăхсене япăх мар тăрантарнă. Ытти хуçалăхсенче кăтарту 500 грамран каярах. Выльăхсем талăкра 600 грамран ытларах ÿт хушма пуçласан тин çак отрасль тупăшлă пулма пултарать. Пĕтĕмпех выльăхсене мĕнле условисенче усранинчен тата апатлантарнинчен килет. Выльăх апачĕн вара тутлăх тĕлĕшĕнчен минераллă хутăшсемпе пуян пулмалла.
     Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç районта малалла пырать. Çанталăк çулпа çул пĕр килмест. Кăçал курăк çÿллĕшĕ вăрăм мар, çавăнпа та утçие иртерех тухма тиврĕ. Хальхи вăхăт тĕлне ра- йонта курăксен пĕрремĕш хутне хуçалăхсенчен чылайăшĕ çăлса пĕтернĕ. Утта кирлĕ виçен 90 ытла проценчĕ, сенажа 40 проценчĕ чухлĕ хатĕрленĕ. Хуçалăхсенчен чылайăшĕнче сенажа технологие пăсса хываççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлесе ĕçленĕрен сенаж мар, тутлăхсăр силос пулать. Сенаж е силос хывнă чухне туранă курăкăн тăршшĕ 25-50 мм пулмалла, массăна урапаллă тракторпа таптатмалла. Срокран кая юлса хатĕр-ленĕ апат выльăх-чĕрлĕхĕн çулталăкри тухăçлăхне 180 кг таран чакарать.
     Выльăхсене тăвар памалли тата сĕт тасалăхĕпе пахалăхĕ çинчен те манмалла мар.
     Ĕнесем çаран çине тухнипе усă курса витесене юсама, дезинфекцилеме пуçламалла.

Сергей ВАСИЛЬЕВ,
АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн
тĕп эксперт специалисчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *