Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Конкурсăн икĕ номинацийĕнче çĕнтернĕ

Конкурсăн икĕ номинацийĕнче çĕнтернĕ

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Муниципалитетăн чи лайăх практики» конкурсăн регионти тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.

     Асăннă конкурсăн регионти тапхăрĕ пилĕк номинаципе иртнĕ. Икĕ номинацийĕнче Сухайкасси ял тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ ята тивĕçме пултарнă. Конкурс комиссийĕ сухайкассисем вырăнта халăхпа тачă çыхăнса ĕçленине, çынсем ял тăрăхĕн пурнăçĕнче пысăк хастарлăх кăтартнине тата ялта цифра технологийĕсене ĕçе кĕртсе пурнăçпа тан утнине палăртса хăварнă.
     Муниципаллă пĕрлешÿсен конкурсĕнче çĕнтернисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн дипломĕсемпе чыслаççĕ тата республика бюджетĕнчен укçа парса хавхалантараççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *