Воскресенье, 19 мая, 2024
Главная > Публикации > Алена Аршинова: Шкулта чуна çывăх вырăн пулмаллах

Алена Аршинова: Шкулта чуна çывăх вырăн пулмаллах

Юнкун Шăхасанти культура çуртĕнче Канаш районне аталантарассипе çыхăннă ыйтусемпе анлă канашлу иртнĕ. Унăн ĕçне Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, республика Правительствин пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район ертÿлĕхĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, район активĕ хутшăнчĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ Владимир Степанов муниципалитетăн пĕрремĕш çур çулĕнчи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе доклад турĕ, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕсемпе çитĕнÿсем пулнине палăртрĕ.
     Канашлу умĕн ертÿçĕсем Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ вăтам шкула кайса килчĕç.
     Кăçал Янкăлч шкулĕ 140 çулхи юбилейне паллă тăвать. Шкул директорĕ Светлана Васильева каланă тăрăх, çак ялта çуралса çитĕннĕ Раççей Геройĕ Николай Гаврилов тăван шкула пысăк пулăшу кÿрет. 15 çул каялла, шкул юбилейĕ тĕлне, кунта вертолет вырнаçтарма, çар мухтавĕн музейне уçма пулăшнă. Ялти çамрăксем мухтавлă ентешне кура çар енĕпе аслă пĕлÿ илме ăнтăлаççĕ.
     — Шкулта çакăн пек чуна илĕртекен вырăнсем пурри питĕ паха: кашни ача историллĕ астăвăма сыхласа хăварассинче хăйĕн тÿпи те пуррине туйма пултарать. Паттăрсен музейра упранакан сăн ÿкерчĕкĕсем, тав хучĕсем, хисеп хучĕсем вĕсене тивĕçлĕ воспитани парассинче çав тери пысăк вырăн йышăнаççĕ, — терĕ Алена Игоревна пĕлтерĕшлĕ проектсене пулăшма хатĕр пулнине палăртса.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *