Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Пирĕн пурнăç çăкăртан, Çăкăр хамăрăн тартан

Пирĕн пурнăç çăкăртан, Çăкăр хамăрăн тартан

Çулталăкри кашни тапхăрăн хăйĕн ĕçĕ. Çĕр ĕçченĕн нихăçан та канăç çук. Уншăн халĕ уйрăмах хĕрÿ тапхăр — вырма вăхăчĕ. Пиçсе çитнĕ тырра тăкаксăр пуçтарса кĕртессишĕн ырми-канми ĕçлет хресчен. Паянхи кун тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12810 гектар вырнă (план — 22012 га). 320250 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ, пĕр гектартан илекен вăтам тухăç — 25 центнер.

     Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай ертÿçи Сергей Михайлов, çак пайăн тĕп эксперт специалисчĕ Валерий Долгов хуçалăхсенче ĕççи епле пынипе кулленех вырăна тухса паллашаççĕ. Çак кунсенче Киров ячĕллĕ, «Хучель» хуçалăхсенче пулчĕç.
     «Канаш-Агро» (Кăшнаруй ял тăрăхĕ), «Агрофирма «Пионер», «Агрофирма «Слава картофелю — Канаш» ОООсем, И. Протасов, В. Герасимов, С. Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ĕççи лайăх хăвăртлăхпа пырать.
     Районти тырă пуссисенче 65 комбайн ĕçлет. Çанталăк лайăх тăрсан вырмана икĕ эрнере вĕçлеме пулать.
     Виçĕм кун çумăр çурĕ, вырăн-вырăнпа чĕресрен тăкнă пекех лÿшкерĕ. Вырмана чăрмав кÿчĕ паллах, анчах синоптиксем çанталăк уяр тăрасса шантараççĕ. Апла пулсан çăкăра вăхăтрах пуçтарса кĕртеççĕ пулĕ-ха çĕр ĕçченĕсем.
     Вырмапа пĕрлех выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те пырать. Ку вăхăт тĕлне 4790 тонна утă, 11200 тонна сенаж янтăланă, пĕр çул ÿсекен курăксене 1870 гектар çулнă. Пĕтĕмпе пĕр условно выльăх пуçне 18 центнер апат единици хатĕрленĕ.
     Кĕрхи культурăсене акма 5910 гектар çĕр хатĕрленĕ. Хуçалăхсенчи йĕтемсенче кĕр аки валли вăрлăх хатĕрлессипе те ĕçлеççĕ, 640 т вăрлăха тĕрĕслеве панă (пĕтĕмпе 1501 т вăрлăх кирлĕ).
Тăпра тытăмне кура кĕр аки вăхăчĕ тĕрлĕрен пулма пултарать. Çапах та специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, чи шанчăкли – августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен акса хăварни.
     О. Шпаков фермерăн хуçалăхĕнче ир пулакан купăстана 0,5 гектар çинче касса тирпейленĕ, гектарăн вăтам тухăçĕ — 180 центнер. Пĕтĕмпе 90 тонна купăста каснă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *