Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Кĕр тыррисене ытларах акмалла

Кĕр тыррисене ытларах акмалла

Кĕр тыррисем кирек мĕнле çанталăкра та тухăçĕпе кÿрентермеççĕ. Çавăнпа та хуçалăхсем çак чăнлăха тĕпе хурса кĕрхи культурăсене ытларах акса хăварма тăрăшаççĕ. Пĕр вăхăт ял хуçалăх предприятийĕсем ыраш акма пăрахнăччĕ. Халĕ, пăхатăп та, вăл хăйĕн сумне каялла тавăрса пырать. Чăваш поэчĕ Митта Ваçлейĕ калашле: чыс та мухтав ĕмĕр-ĕмĕре тарпа тăварланнă ыраш çăкăрне!


     Çак кунсенче районăн тĕп агрономĕпе Валерий Долговпа Иван Протасовпа иван Лукияновăн фермер хуçалăхĕсенче пулса унти ĕçсемпе паллашрăмăр. Унта кĕр аки пырать. Асăннă хуçалăхсенче кĕр тыррисем 800 гектар йышăнмалла: 200 га ыраш, 600 га тулă. Вăрлăхсене гумат хушса им-çамлаççĕ. Ку препарат вăрлăха та, тăпрана та усă кÿрет.
     Виталий Федоров Т-150 тракторпа культиваци тăвать, Владимир Павловпа Валерий Алексеев механизаторсем ун хыççăнах акса пыраççĕ. Алексей Павловпа Вячеслав Николаев сеялкăсене вăрлăх тултарса тăраççĕ.
     Вячеслав Петров хресчен-фермер хуçалăхĕнче, «Урюм» ЯХПКра 60 гектар кĕрхи тулă акнă.
     Паянхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 23360 гектар çулнă, 541952 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ, гектартан илекен вăтам тухăç — 23,2 центнер. Техника культурисене 840 гектар çинчен пухса кĕртнĕ: рапс 380 га, горчица 460 га.
     Районта вырма тата кĕр аки ирттернипе пĕрлех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. 4820 тонна утă, 12580 тонна сенаж янтăланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code