Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > АПК ветеранĕсем канашланă

АПК ветеранĕсем канашланă

Иртнĕ эрнере район администрацийĕнче районти агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна асăннă канашăн ертÿçи Валерий Долгов йĕркелесе пынă. Мероприятие район пуçлăхĕ Сергей Шерне, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов хутшăннă.
Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Сергей Шерне ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене çирĕп сывлăх тата вăрăм кун-çул суннă. Çавăн пекех коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарнă. Хальхи вăхăт тĕлне района вакцинăн 11000 дози килнĕ, пĕрремĕш компонентпа 8373 çынна вакцинациленĕ, иккĕмĕшпе — 7590 çынна. Хальхи вăхăт тĕлне ковид центрĕнче 126 пациент сипленет.
«Кăçал районта пилĕк фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартаççĕ. Çĕнĕ ФАПсем çитес вăхăтра Шăхаль, Шуркасси, Янкăлч, Çатăрка Çырми тата Ачча ялĕсенче хута каймалла», — пĕлтернĕ районăн тĕп врачĕ Сергей Шерне.
Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Сергей Михайлов АПК ветеранĕсене выльăх-чĕрлĕх отраслĕн сакăр уйăхри кăтартăвĕ- семпе паллаштарнă. Районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов вырма ĕçĕсем çинче чарăнса тăнă. Кăçал районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 24100 гектар çинче пуçтарса кĕртнĕ. 56 пин тонна яхăн тĕш тырă тĕшĕленĕ, гектартан илнĕ вăтам тухăç 23,3 центнерпа танлашнă. Районăн вăтам кăтартăвĕнчен ытларах тухăç илнĕ хуçалăхсене те асăнса хăварас килет: «Канаш-Агро», «Пионер» агрофирма, «Агат», «АСК-Канаш», «ОРТ» пĕрлĕхсем, Протасов, Лукиянов, Владимиров, Макаров, Арсентьев, Крылова фермерсем. Районта техника культурисене 3011 гектар çинче пуçтарса кĕртнĕ (план — 3111 гектар), вăл шутра горчица — 1650 гектар, фацели — 85 гектар, 162 гектар — донник. Вăрлăх валли çитĕнтернĕ хĕвел çаврăнăш уйĕсем 640 гектар йышăнаççĕ.
Ветерансен тĕлпулăвĕн практика пайĕ Сухайкасси ял тăрăхĕнче иртнĕ. Хăнасене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Павел Семенов вырăнти çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, малашлăхри ĕç планĕсем çинчен каласа кăтартнă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *