Воскресенье, 19 мая, 2024
Главная > Публикации > Симĕс вăрман ешертĕр ялан

Симĕс вăрман ешертĕр ялан

Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри «Вăрмансене сыхласа хăварар» кĕрхи акци иртнĕ, унпа килĕшÿллĕн районта йывăç хунавĕсем лартса хăварнă.
Асăннă акцие район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен ĕçченĕ-сем, вăрманçăсемпе волонтерсем хутшăннă. Çут çанталăк тусĕсемпе чи малтан Канашри лесничество директорĕ Дамир Юнусов инструктаж ирттернĕ, «Колесов» хĕççипе еплерех ĕçлемеллине кăтартнă. Унтан пурне те ĕç хатĕрĕсемпе тата хыр хунавĕсемпе тивĕçтернĕ. Пĕчĕкскерсене Канашри лесничество питомникĕнче çитĕнтернĕ пулнă.
Туслă йыш кĕске вăхăтра 10 пин тĕп йывăç хунавĕ лартнă, вĕсем 2 гектар йышăннă. Кун каçипе çамрăк вăрман лаптăкне 5 гектара çитернĕ.