Понедельник, 22 июля, 2024
Главная > Публикации > Ырми-канми ĕç — чăвашăн пурнăçĕ, кун-çулĕ

Ырми-канми ĕç — чăвашăн пурнăçĕ, кун-çулĕ

Кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, телейĕ. Пурнăçа лайăхлатас тесе кашниех килĕшекен пĕр-пĕр ĕç суйласа илет те чунне парса тăрăшать, çитĕнÿ тăвать, ырă ят илет. Ял-йыш та ырми-канми ĕçлекене, ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел ÿстерекене, ырă йăла-йĕркене тытса пыракана, ĕçчен те маттур, çивĕч çынна хисеплет.

Ĕçрен хăраман, таса чун-чĕ-реллĕ, ырă ĕмĕтлĕ çын тесе хисеп- летпĕр эпир Светлана Михайловна Гавриловăна. Вăл Йăлмачча ялĕнче 1961 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче кун çути курнă. Михаил Константиновичпа Валентина Михайловна Константиновсен йышлă çемйинче ÿссе çитĕннĕ. Светлана çемьере тăваттăмĕш ача пулнă. 1977 çулта Вăтакас Татмăшри вăтам шкула пĕтерсен Улатăрти совхоз-техникума вĕренме кĕнĕ. Ачаран ĕçре пиçĕхсе ÿснĕскер, район, республика шайĕнче иртекен спорт ăмăртăвĕсенче йĕлтĕрпе чупассипе техникум чысне хÿтĕленĕ, хисеп хучĕсемпе хаклă парнесене тивĕç пулнă.
Техникумран вĕренсе тухсан пурнăçне тăван ялпа çыхăнтарнă, «Советская Армия» совхозра бухгалтерта ĕçлеме тытăннă, каярах Ачча ялĕнчи «Родник» хуçалăхра тĕп бухгалтер пулнă. Кашни кун ирхине ирех тăрса ялта ĕçлесе кун кунланăшăн пĕрре те ÿкĕнмен вăл. Ĕçчен те маттур хĕр ялти çамрăксен ушкăнне ертсе пынă. Йăлмачча ялĕнче иртекен уявсемпе ăмăртусене йĕркелес ĕçе хастар хутшăннă. Пултаруллă хĕре ялти Гаврилов Петр Алексеевич куç хывнă. 1982 çулта вĕсем çемье çавăрнă.
Çĕр хăйĕнпе ĕçлекене тăрантарнине-тумлантарнине ачаранах ăша хывнă вăл. Çавăнпа качча кайсан та килти хушма хуçалăха аталантарассишĕн, кунти ĕçпе виçĕ ачине воспитани парассишĕн тăрăшнă, пурне те аслă пĕлÿ панă, ура çине тăратнă. Çирĕм пилĕк çул пĕр канмасăр, тивĕçлĕ канăва тухиччен Светлана Михайловна хуçалăхра тĕп бухгалтерта ĕçленĕ, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Халĕ те вăл ĕçсĕр лармасть, хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрать, сакăр мăнукне ÿстерме пулăшать.
Светлана Михайловнăна мĕн пур тăванĕ, юратнă амăшĕ, аппă- шĕсемпе йăмăкĕсем, пиччĕшĕсемпе шăллĕсем, инкĕшĕсемпе йыснăшĕсем, ывăлĕсемпе хĕрĕсем, кинĕсемпе кĕрĕвĕсем, ывăлĕсемпе кинĕсем, хăтисемпе тăхлачисем, юлташĕсем чунтан хисепленине пĕлтереççĕ, пурнăçра яланах çирĕп чунлă, ырă та ăшă кăмăллă пулма, нумай çул тăван кил ăшшине упраса ачисемпе тата мăнукĕ- семпе савăнса пурăнма çирĕп сыв-лăх сунаççĕ.

Пĕр тăван Константиновсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *