Кăçал çу уйăхĕнче Кăшнаруй ялĕнче çуралса ÿснĕ Светлана Владимировна Дмитриева 50 çулхи юбилейне анлăн паллă турĕ.
Паллă кун каçне артистка сцена çинче ирттерчĕ. Унăн пултарулăхне кăмăллакансем Н. Сидоровăн «Çĕн мăшăрăн çĕр кĕске» хайлавне курса савăнчĕç. Пирĕн ентешĕмĕр асăннă пьесăри Акаççи рольне выляса куракансене тыткăнларĕ.
Светлана Владимировна Кăшнаруйĕнче çуралса ÿснĕ хĕр тантăшĕпе, чăвашсен тава тивĕçлĕ артисткипе Ирина Александровна Архиповăпа пĕрле М. Щепкин ячĕллĕ Аслă театр институтĕнче вĕреннĕ. 1993 çулта актер ăсталăхне алла илнĕренпех вĕсем Шупашкарта Çамрăксен театрĕнче ĕçлеççĕ. Унтанпа мĕн чухлĕ сăнар калăпламан пулĕ пултаруллă ентешсем. Светлана Дмитриева вылянă 86 спектакльти 86 хăватлă сăнара куç тĕлне кăлартăм, ку цифра вара çулсерен ÿссе хушăнсах пырать.
Театр ĕçне пуçăннă çулсенче ăна А. Вампилов хайланă «Аслă вăл» пьесăри — Макарская, А. Островскийĕн «Парнесĕр хĕр» пьесăри — «Цыганка», Б. Чиндыковăн «Аслă ывăл» хайлавĕнчи — Наташа, унтан Н. Сидоровăн «Юратусăр телей çук» пьесăри — Лиля, Б. Васильевăн «А зори здесь тихие» хайлаври — Галя Четвертак, Н. Арбанăн «Çуллахи каçри» — Катя, Н. Сидоровăн «Шупашкарти савни качча каять» пьесăри Натали ролĕсене шанса панă.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чă- ваш патшалăх çамрăксен театрĕн репертуарĕнче Николай Сидоров драматург хайлавĕ- сем нумай. Светлана Владимировна çак драматургăн «Çулçă тăкăнать» хайлавĕнче — Лира (1996 ç.), «Кукша пуçа куршанкă çыпçăнмасть» — Аниса (1996 ç.), «Кÿршĕ хĕрĕ» — Надя (1997 ç.), «Шупашкарти савни ачипе» — Маша (1998 ç.), «Çăла ан сур, хăв ĕçĕн» — Лиза (1999 ç.), «Пушмак пăру шыраса» — Василиса (1999 ç.), «Чуп-чуп уйăхĕ» — Илемпи (2000 ç.), «Юрату пурах иккен» — Нуся (2017 ç.), «Çĕн мăшăрăн çĕр кĕске» — Акаççи (2020 ç.) рольсенче палăрнă.
Çавăн пекех вăл А. Коровкинăн «Çураçнă хĕр валли парне» — Лиза (2002 ç.), Ж. Ялдранăн «Шĕшкĕлĕхри туйсем» — Фатима (2003 ç.), Ф. Галиевăн «Чун илли» — Аниса (2004 ç.), Н. Максимовăн «Ыранхи телей кайăкĕ» — Антонина (2006 ç.), А. Пăрттан «Чăн телей юратура» — Света (2008 ç.), М. Михайловăн «Шăпа» — Урине (2009 ç.), С. Беловăн «Ах, хуняма, хуняма» — Нина (2010 ç.) сăнарĕсене куракансен асĕнче нумайлăха юлмалла калăпланă.
Светлана Владимировна вырăсла та ăста вылять. Вĕсен шутĕн- че Д. Фонвизинăн «Недоросль» хайлавĕнчи — Нянька (2015 ç.), М. Горькийăн «На дне» — Квашня (2018 ç.), Антуан де Сент-Экзюперин «Маленький принц» — Роза (2018 ç.), П. Морозовăн «Алые паруса» — Майра Меннерс сăнарĕсемпе ыттисем.
Артистăн темĕн тĕрлĕ сăнар та выляма тивет, сцена çинче çулĕ-пе çамрăк куракансен кăмăлне те тивĕçтерме тăрăшать. Вĕсен чун-чĕринче ырă шухăш-кăмăл аталантăр тесе Зайчонок (С. Козловăн «Снежный цветок» (2009 ç.), Кошка (С. Беловпа С. Куваевăн «Не хочу быть собакой» (2011 ç.), Йытă (И. Трерăн «Мăн кайăк çулĕпе (2012 ç.), Конь (И. Ершовпа И. Трерăн «Конăк-Горбунок» (2016 ç.), «Птица-секретарь» (С. Ильницкийăн «Пожарная команда» (2017 ç.) тата ытти сăнарсене ăста калăпланă.
2013 çулта театр ĕçĕнче палăрнăшăн Светлана Дмитриевнăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ята парса чысланă. 2021 çулта П. Морозов драматургăн «Ассоль» хайлавĕнчи Майра Меннерс сăнарне ăста сăнарланăшăн республикăри XXI театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсăн ятарлă дип-ломне парса чысланă.
Юрий НИКИТИН