Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çуралнă ялтах пурăнма аван

Çуралнă ялтах пурăнма аван

Анлă уй-хирти сар тинĕс хушшине
Итлеме вырнаçнă кайăк юррине.
Ялăм парнелерĕ çепĕç куллине,
Ăшшăн алă пачĕ Улăп çĕршывне.
Кăшнаруй, сана савса
Шăрататăп çак сăвва.
Янăрать туссен сасси
Пухăнсассăн уява.
Кăшнаруйăм, Кăшнаруй,
Эсĕ пирĕн чунăмра.
Савнă ялăм, Кăшнаруй,
Вăй паратăн пурăнма.
Пит харсăр чăвашсем тухнă ялăмран:
Драматург, ученăй, çĕр ĕçченĕсем.
Тăван ялăма чунтан савнăран,
Унăн хăватне çĕклеççĕ ентешсем.
Вăрăм, Аслă урамсем, Илтÿркасси…
Ман ял-йышăм тарават хăнасене.
Уçă, савăк пултăр пуласси —
Çут кĕтес çутаттăр пурнăç илемне.
Шăп. Утатăп урампа,
Илĕртеççĕ ÿсĕмсем.

Тапса тăран вăй-халпа
Çĕкленейнĕ çĕн çуртсем.
Тĕл пулакан кашни çын
Чун хавалне хăпартать,
Тăван ялăн шăпинче
Ачалăхăм пурăнать.

Çапла, тăван ялта çунатланса ÿссен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланса пĕтетпĕр çав. Хуласенче ăс пухнă хыççăн çавăнтах юлма тăрăшатпăр. Ĕçлесе пурăннă май çĕнĕ йăва çавăратпăр. Тивĕçлĕ канăва тухсан вара чун çуралнă вырăналлах туртать.
Кăшнаруйĕнче пурăнакан Алексей Хрисановичпа Валентина Андреевна Хрисановсен çемйи те 2002 çулччен Шупашкар хулинче ĕçлесе пурăннă.
Кил хуçи, Алексей Хрисанович, кăçал авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче 88 çул тултарчĕ. Вăл 1949 çулта Кăшнару- йĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. 1952 çулта Шупашкарти ДОСААФра пĕлĕвне ÿстернĕ. 1952-1955 çулсенче хĕсметре тăнă. Ун хыççăн Шупашкар хулинчи автотранспорт предприятийĕнче автобус тата такси водителĕ пулса ĕçленĕ. Ĕçри хастарлăхшăн патшалăх наградисене илме тивĕçлĕ пулнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн — 55 çула яхăн.
63 çул каялла, 1958 çулхи июнь уйă- хĕн 12-мĕшĕнче, Хрисановсем туслă çемье çавăрнă. Мăшăрĕ, Валентина Андреевна, Канашри медицина училищинче вĕреннĕ. Çамрăк специалиста 1956 çулта Кăшнаруйĕнчи фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме янă. Унта тăватă çул çынсен сывлăхне сипленĕ хыççăн упăшки патне Шупашкар хулине пурăнма куçнă. Тĕп хулари 1-мĕш хула больницинчи кардиологи уйрăмĕнче медицина сестри пулса 46 çул тăрăшнă. «Аслă категориллĕ медицина ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.
Алексей Хрисановичпа Валентина Андреевна çемйинче икĕ хĕр ÿс-се çитĕннĕ. Хĕрĕ Ирина Волгоградри тетте фабрикинче цех пуçлăхĕ пулса тăрăшать, вăл – инженер. Лариса — технолог-инженер, Шупашкарти пĕр заводра тимлет. Вĕсен ачисем те ÿссе çитĕнме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, пурте аслă пĕлÿллĕ, юратнă ĕçĕсенче вăй хураççĕ.
Манăн вĕсене халĕ те хастарсем тесе калас килет. Олеш пичче çавапа утă çулать, мунча хутма вутă хатĕр-лет, юрра-ташша та ăста вăл. Валя аппа пахча ĕçĕнче чун киленĕçĕ тупнă.

— Тутанса пăхăр-ха, тин çеç пуçтартăм, — тенĕччĕ çулла хăйсем патне пырсан илемлĕ хĕрлĕ помидорсемпе тата симĕс хăярсемпе тултарнă савăта çĕклесе.

Юрий НИКИТИН,
общество корреспонденчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *